Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турра ӗненнӗрен хӑшӗ-пӗри шуйттана аса илчӗ; вӗсен пӗчӗк пуҫ мимисем, пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑрама хӑнӑхнӑскерсем, кунта тамӑкпа ҫыхӑнтармасӑр ӑнлантарма май ҫуккине палӑртрӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Профессор каланӑ тӑрӑх, ҫак операцине питех те пӗлсе тимлӗн тумалла, вара ҫыннисем те аванах сывалма пултараҫҫӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ партисене ертсе пынӑ ҫынсен ҫурмалла уйӑрнӑ пуҫ мимисем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе килӗшеҫҫӗ, вара хӑйсене хӑйсем эпир тӗнчене ертсе пыма ҫеҫ ҫуралнӑ тесе шутлакан ҫынсем йӗркене кӗрсе малашне тӗрӗс шухӑшлама пултаракан ҫынсен ретне кӗреҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Прохор Палыча секретарь ӑсран тухса кайнӑ пек е унӑн пуҫ мимисем вырӑнтан хускалнӑ пек туйӑнчӗ.Прохору Палычу показалось, что секретарь рехнулся умом или, во всяком случае, тронулся мозгами.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
«Ҫул ҫинче ҫилленсе ҫӳренипе манӑн пуҫ мимисем ҫавӑрӑнса кайрӗҫ пулас», — тесе шикленсе каланӑ старик.«Должно быть, у меня от дорожной тряски помутились мозги», — с тревогой подумал старик.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тата унӑн пуҫ мимисем те чиперех марччӗ — ҫурхи кӑркка аҫи пекрехчӗ вӑл яшӑ.Да и с мозгами у него было неладно — парень соображал не лучше индюка в весеннюю пору.
ХСV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пуҫ мимисем арпашӑнсах кайрӗҫ ӗнтӗ!
20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурте пӗр евӗрлӗ ҫаврака шлепке тӑхӑннӑ, пуҫ мимисем — вӑл куҫран пӑхсах паллӑ — ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ.Все головы однообразно покрыты круглыми шляпами, и все мозги, — это видно по глазам, — уже уснули.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
- 1