Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

маррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйне фронта яма ыйтнӑ, анчах ӑна, сывлӑхӗ тӗреклӗ маррине пула, Мускаври пӗр госпитале хӑварнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсем мана сирӗн пата ярасшӑн маррине сисрӗм, ҫавӑнпа сире йывӑр чирленӗ пуль тесе шутларӑм.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Раҫҫей Президенчӗ кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ, апла пулсан ачасем ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла маррине асӑннӑ вӑл.

Помоги переводом

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Анчах та ку вӑл ҫак тӗлӗшрен лӑпланмаллине, ун пирки шухӑшлама, калаҫма та кирлӗ маррине пӗлтермест.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Час-часах ҫакӑн пек хашакасем ҫирӗплӗх енчен алюминирен тунисенчен те аванрах, пӑрассине хирӗҫ тӑрасси енӗпе те хуҫӑлас тӗлӗшпе те вӗсем ирттереҫҫӗ, апла пулин те хакӗ пӗчӗк маррине кура вӗсемпе хаклӑ фитнес-модельсем ҫинче кӑна усӑ курма май пур.

Зачастую такие рамы даже превосходят алюминиевые по прочности и сопротивлению кручению и излому, однако цена позволяет использовать их только на дорогих фитнес-моделях.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен аякра та маррине ӑнланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ҫимун мӗн хӑтланнине Сӑпани чаршав хыҫӗнчен сӑнаса тӑрать, вӑл та ку конвертлӑ ҫыру ырах маррине туйса илчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, аялтан парса тӑма ҫӑмӑл маррине пӗлсех, виҫӗ юплӗ йывӑҫ сенӗк йӑтса, улӑм купалакансем патне кайрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сире те унта ҫӑмӑл маррине питӗ лайӑх пӗлетпӗр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗл пулакансене хӑй текех тарҫӑ маррине, имени хуҫи пулса тӑнине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрачи ашшӗпе пӗр евӗр маррине Энӗшкассисем асӑрхаса тӗрлӗ халап хус-катма пултарасса аса илчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй Микула маррине ӗнентерессе вӑл ним иккӗленмесӗрех шанчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш хӗрарӑмӗ ыйхӑ чӑпти маррине куртӑр-ха терӗм.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ик-виҫӗ хут та аякран тӑрӑслаттарни ку ҫынсем хӑпса каяс шутлӑ маррине ӗнентерчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан мӗн сӑлтавшӑн ыйтса пӗлме тӑрӑшнине Ваҫли ӑнлансах каймарӗ пулсан та, ахальтен маррине сӗмленсе хуравларӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тав куркине тӗппипе ӗҫмен ҫын хӑй ырӑ кӑмӑллӑ маррине, тав курки сӗнекене килӗштерменнине пӗлтерет, сӗнекене кӳрентерет…

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун куҫӗ витӗр маррине пурте пӗлетпӗр-ҫке.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук ҫирӗп шанни тата Макҫӑм кумӑшсем те халичченхи пекех ӑшпиллӗн пӑхни ӑна пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтра та пӗччен маррине туйтарчӗҫ, пурнӑҫшӑн малалла кӗрешес хӑватне ӳстерчӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп пӗрре те йӑваш та ӑш пиллӗ маррине, тискер кайӑк хӑйӗн юнлӑ парни ҫине пӑхнӑ пек пӑхнине астуса илчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней