Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

малтан сăмах пирĕн базăра пур.
малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чул ҫурт умӗнче Микула тӑнине пуринчен малтан Касмухха асӑрхарӗ те: — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Эсир ӑна ҫамрӑк арӑмӗнчен ытарса уйрӑлаймӗ тесе калаҫатӑр! Вӑл пирӗнтен малтан ҫитсе тӑнӑ! Ай, Микула! — тӑрӑхланӑн кулса ячӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Август» Фирмӑн гендиректорӗ Борис Тарасов та малтанхи йывӑр вӑхӑтсем (вӑл чи малтан Вӑрнарта 28 ҫул каялла пулнӑ) хыҫа юлнине, завод пуренлӗ, ӑнӑҫуллӑ аталанса пынине каларӗ.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Анчах малтан ҫакӑнтан пуҫлӑпӑр, — тесе, Петӗр ҫур литр коньяк кӑларса лартрӗ, унтан: — Ан хӑра. Таса. Малтан хам ӗҫсе паратӑп, — тесе хушса хучӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ сӑмахне хӑлхана чикнӗрен хӗрсем малтан Эсеппе савнийӗ, ялти карт ывӑлӗ, ҫитет пуль тесе тӗшмӗртнӗччӗ, анчах аслин телейӗ пысӑкрах иккен — малтан Мамич-Бердей килсе тухрӗ.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл малтан пырса кӗчӗ, ҫапах та чи малтан кӑмпине эпӗ тупрӑм: пӗр тунката ҫывӑхӗнче тем чухлӗ кӑмпа ларать.

Помоги переводом

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Виҫӗ хулара вӗренме тивнӗ аттен: малтан Львовра, 1940 ҫулхи июнь уйӑхӗнче училищӗне Житомир облаҫӗнчи Овруч хулине куҫарнӑ, ҫав ҫулах хӗлле — Кирова (малтанхи Вятка хулине).

Помоги переводом

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Ҫак вырӑна хальлӗхе тӗпчес мар, малтан анлӑрах хутлӑха чупса-пӑхса ҫаврӑнас терӗм май килнӗ таран, — малалла ӑҫта ҫул тытассине палӑртмашкӑн пӗтӗмӗшле мӗнле те пулин курӑм кирлех-ҫке-ха; ҫавӑнпа та коридорӑн аякри вӗҫне ҫитме хыпаланатӑп, ҫула май икӗ айккипе те уҫӑлса пыракан тӗксӗм хутлӑхсене пӑхкаласа иртетӗп: унта малтанхи евӗрлӗ пусмасем пур, уйрӑмлӑхӗ те — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӳлелле улӑхать.

Оставив исследование этого места, пока не обегу возможно большего пространства, чтобы иметь сколько-нибудь общий взгляд для обсуждения похождений в дальнейшем, я поторопился достигнуть отдаленного конца коридора, мельком взглядывая на открывающиеся по сторонам ниши, где находил лестницы, подобные первой, с той разницей, что некоторые из них вели вверх.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Чи малтан, хӑйсен кӗписенчен малтан та кайран та сарлака тир татӑкӗсем ҫака-ҫака яма тытӑннӑ, унтан металл татӑкӗсем — пӑхӑр, бронза, тимӗр листисем ҫакнӑ.

Прежде всего к рубахе спереди и сзади начали прикреплять крупные куски кожи, потом пластинки из металла — меди, бронзы, железа.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫынсем чи малтан чӑмӑрпа-чышкӑпа ҫапӑҫнӑ пулсан, хӳтӗленессе вара чи малтан сулахай алла малалла кӑларса, ӑна чавса тӗлӗнчен хутласа хӳтӗленнӗ.

Если кулак был самым древним оружием для удара, то левая рука, согнутая в локте и выдвинутая вперед, была первым древним оружием для защиты от удара.

Щит // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ерофей, ҫӗнӗ тӗнӗле малтан хытӑ та тивӗҫсӗр тиркесе, урапа ҫумне майлаштарса лартрӗ; тепӗр сехетрен вара эпӗ Касьяна кӑштах укҫа парса хӑварса тухса кайрӑм; укҫине малтан Касьян йышӑнасшӑн марччӗ, унтан вӑл ӑна йывӑҫ тупанӗ ҫинче тытса пӑхнӑ хыҫҫӑн, шухӑшларӗ те хӗве чиксе хучӗ.

Ерофей приладил новую ось, подвергнув ее сперва строгой и несправедливой оценке; а через час я выехал, оставив Касьяну немного денег, которые он сперва было не принял, но потом, подумав и подержав их на ладони, положил за пазуху.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Эпир ҫав самантрах тапранса тухма хатӗрччӗ; анчах вӑл малтан хӑйӗн шыв айӗнчи кӗсйинчен кантӑра туртса кӑларса вӗлернӗ кӑвакалсене урисенчен ҫыхрӗ те, кантӑран икӗ вӗҫне те шӑлӗпе ҫыртса, малтан утса кайрӗ; ун хыҫҫӑн Владимир, Владимир хыҫҫӑн эпӗ йӗркеленсе тӑтӑмӑр.

Мы хотели было тотчас же отправиться; но он сперва достал под водой из кармана веревку, привязал убитых уток за лапки, взял оба конца в зубы и побрел вперед; Владимир за ним, я за Владимиром.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Ҫамрӑк кайӑк та ҫиленсе ҫитнӗ те: — Ҫук! Кӑҫал эп малтан вӗҫсе килнӗ, йӑва ҫавӑрма малтан тытӑннӑ. Эп юлатӑп, эсӗ мар! — тесе ҫуйхашнӑ.

Молодая птица тоже рассердилась и крикнула: — Нет! В этом году я прилетела первая и уже начала строить свой дом. Я останусь, а не ты!

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ чи малтан ҫырӑнтӑм, кайма та чи малтан тивӗҫ.

Я первый записался, первым и ехать хочу.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чи малтан тӑшман ҫине Карпенко ушкӑнӗнчи боецсем, — малтанхи кунсенче: «Пире, партизансене, нимӗнле ҫар хӑнӑхӑвӗсен те, нимӗнле дисциплина та кирлӗ мар, комиссар таврашӗ те кирлӗ мар!» — тесе кӑшкӑраканскерсем, — атакӑна ҫӗкленчӗҫ.

Первыми поднялись бойцы группы Карпенко, тот самый народ, который кричал, что в партизанском отряде ни к чему армейские привычки, что он не желает знать комиссара.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Малтанхи юр ӳкнӗ хыҫҫӑн пӗчӗк Ҫерки килхушшине ҫунашка туртса тухсан, куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ юр ҫинче вӑл чи малтан ватӑ Ҫерҫи виллине курнӑ.

Когда выпал первый снег и маленький Сережка выбежал на двор с саночками, то первое, что он увидел на ослепительно белом снегу, был маленький трупик старого Воробья.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Пуринчен малтан ретиарипе мирмиллон пыраҫҫӗ, вӗсем паян пӗр-пӗринпе чи малтан ҫапӑҫмалла.

В первом ряду выступали ретиарий и мирмиллон, которые должны были сражаться первыми.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чи малтан тытнӑ тӑшманшӑн — чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫыншӑн — Зубавина никамран малтан, пӗрремӗш хут, Громада тав тунӑ.

Первая благодарность за первого задержанного нарушителя была получена им от Громады.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Лекцисем ҫырса хатӗрлетӗп те предметсене малтан вӗренсе пыратӑп, ҫапла майпа пӗрремӗш курсра малти вырӑна йышӑнатӑп, диссертаци ҫыратӑп; иккӗмӗш курсра пурне те малтан пӗлсе тӑратӑп, вара мана тӳрех виҫҫӗмӗш курса куҫарма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа курса вунсакӑр ҫулта икӗ ылтӑн медальпе пӗрремӗш кандидат пулса вӗренсе пӗтеретӗп, унтан магистр, доктор пулма экзамен тытатӑп та, Российӑри чи чаплӑ ученӑй пулса тӑратӑп…

Буду составлять лекции и даже вперед проходить предметы, так что на первом курсе буду первым и напишу диссертацию; на втором курсе уже вперед буду знать все, и меня могут перевести прямо в третий курс, так что я восемнадцати лет кончу курс первым кандидатом с двумя золотыми медалями, потом выдержу на магистра, на доктора и сделаюсь первым ученым в России…

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗри тайга чӑтлӑхӗнчи юханшыв хӗррине никамран малтан ҫитсе тухать те — телей мар-и-ха! — алмаз кӑлармалли вырӑн тупса палӑртать, тепри вара, пуринчен малтан мар пулин те, малтанхисемпе пӗрле тин уҫӑлнӑ ресторана пырать те, унта халиччен тӗл пулман ассорти салат курса, каҫса кайса савӑнать.

Один первым приходит на берега таежной реки и — не счастье ли! — открывает алмазные россыпи, другой если и не самым первым, то одним из первых приходит в новый ресторан и чувствует себя счастливым, если откроет в нем какой-нибудь необыкновенный салат ассорти.

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Эпӗ ҫакна та ӑнлантӑм: Виктор мана малтан пӗлтерсе хумасӑрах, манпа сӳтсе явмасӑрах, хай сӑмахне хӑй пӑсса, милици начальникне пурин ҫинчен те манран малтан каласа панӑ.

Я понял второе: Виктор нарушил свое слово и раньше меня рассказал обо всем начальнику милиции, не предупредив меня, не посоветовавшись со мной.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней