Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑвашсем тӗрӗ ӳкерчӗкӗсене тунӑ чухне эреш ӗҫӗн пур майӗсемпе те усӑ курнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫавӑн пекех Эксперта пулӑшакан центр майӗсемпе усӑ курса Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи лапамсенче куравпа ярмӑрккӑ мероприятийӗсене хутшӑнассине йӗркелеме влаҫ тата бизнес пӗрле вӑй хурассине тӑтӑшах асӑрхаса тӑни пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине тата муниципалитетсене халӑхпа яланах хутшӑнса тӑма, управляющи компанисен кӑлтӑкӗсене вӑхӑтра асӑрхаса тӳрлетме ыйтатӑп, ҫав шутра ҫыхӑнӑвӑн цифра сервисӗсемпе усӑ курмалли майӗсемпе те.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫапах та, тӳрех калас пулать, радиовещанипе телевиденин пысӑк майӗсемпе эпир ҫителӗксӗр усӑ куратпӑр-ха.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Литературӑ произведенийӗн содержанийӗ вӑл — пурнӑҫ, анчах хайне халлӗн илнӗ пурнӑҫ мар; литературӑ произведенийӗн содержанийӗ вӑл — писатель ӑнланнӑ (ӑнлантарнӑ), искусствӑ майӗсемпе сӑнласа кӑтартнӑ (кӑтартса панӑ) пурнӑҫ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
«2021 ҫулта 4,5 пин ҫын е 1400 ҫемье хӑйӗн пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатрӗ, вӗсен чӗрӗк пайӗ пӗлтӗр йышӑннӑ ҫӗнӗ пулӑшу майӗсемпе усӑ курчӗ. Ку вӑл ипотека тӑрӑх тӳлемелли малтанхи тӳлеве татма пӗр хутчен уйӑракан укҫа-тенкӗ тата тӑлӑх ачасене, ҫул ҫитмен 8 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗ».
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
- Ҫакӑ ӗҫӗн пур енне те пырса тивет - усӑсӑр выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн инвесторсене явӑҫтармалли проектсенчен тытӑнса пуҫаруллӑ бюджет майӗсемпе усӑ курасси таран.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Чӑваш Республикин саккунӗсем, Чӑваш Республикин укҫи-тенкипе, пурлӑхӗпе тата ытти майӗсемпе усӑ курса, этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене пурнӑҫламашкӑн Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче тата федераци саккунӗсенче палӑртман хушма гарантисем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Унсӑр пуҫне пирӗн умра мӗнпур поликлиникӑна, врач амбулаторине тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарас тӗллев тӑрать, ҫакӑ аякри вырӑнта ӗҫлекен врачсене телемедицина майӗсемпе усӑ курма ҫул уҫать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ашшӗпе ывӑлӗ, ӗҫ ҫаврӑнӑшӗпе ҫав тери кӑмӑллӑскерсем, тахҫанхи ҫыхӑнусен майӗсемпе усӑ курчӗҫ — намӑс ӗҫ-пуҫ пирки хыпар сарӑласран кирлӗ мерӑсем йышӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та Давенант тӗлӗшпе ҫапларах палӑртрӗҫ: вӑл айӑпне йышӑннине кура ун пирки куҫӑмсӑр майпа приговор йышӑнмалла.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫавна пула Фарфонт ҫинче икӗ ҫемье ҫеҫ пурӑнать: Скоррейсем тата Гонзалессем; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, сунарпа тата пулӑ тытса тӑранса йӳнеҫтеркелеҫҫӗ; ҫав тери кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗскерсем — вӗсем пурӑнма мӗн кирлине пӗтӗмпех хӑйсен аллипе тата майӗсемпе тӑваҫҫӗ тата тупаҫҫӗ; чи малтан пурӑнма пуҫланисем пӗрле илсе килнӗ нумаях мар япалана тата утрав ҫине каярахпа ӑнсӑртран лекнӗ карапсем сутса хӑварнӑ ӑпӑр-тапӑра шутламӑпӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
2021 ҫулта 4,5 пин ҫын, е 1400 ҫемье, хӑйӗн пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатрӗ, вӗсен чӗрӗк пайӗ пӗлтӗр йышӑннӑ ҫӗнӗ пулӑшу майӗсемпе усӑ курчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Федераци майӗсемпе тата мелӗсемпе, ҫавӑн пекех республикӑри тата муниципалитетсенчи хамӑрӑн шалти майсемпе усӑ курса ҫитес виҫӗ ҫулта вӗсене тӑвас ӗҫе пуҫӑнмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Чӑваш Республикин Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантаракан фончӗн майӗсемпе усӑ курса машиностроени сферинче чылай проекта пурнӑҫланма тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/30/news-3942669
Ҫакӑнпа пӗрлех «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тухӑҫне ӳстерессишӗн ҫӗнӗ технологисемпе, ҫӗнӗ сортсемпе тата производство майӗсемпе усӑ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Пӗтӗмпех — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/petempeh-ikk ... ar-cinchen
Парнесем ҫын пурнӑҫӗпе, ун майӗсемпе шайлашса, ҫыннӑн характерӗпе, кӑмӑл-туйӑмӗпе, интересӗсемпе тӗл килччӗр.
Парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Икӗ пин ҫул хушши ҫынсен кӑмӑлне шута илмесӗр, пурне те хӑратса хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнтарнин пур майӗсемпе те — пӗр халӑхӑн ҫӗрне тепри туртса илнипе, феодализмпа, фанатизмпа, патшалӑх хӗснипе — хӑратса пӑрахнӑ Бретане пӗр меслетпе хӗрхенмесӗр асаплантарнине тепӗр майпа асаплантарма тытӑнассишӗн ҫеҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса, сунарҫӑ кайӑка йӗрленӗ пекех, йӗрлесе пынӑ.
II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӑҫал социаллӑ пулӑшу майӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла тӑсӑлать.Оказание мер социальной поддержки в этом году будет продолжено.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Анчах ҫук, мӗнле чӑтӑмлӑ пулсан та, Соловцов, ҫав тери пысӑк пуянлӑх аллинчен вӗҫерӗннине курсан, тӳссе тӑрайман, хӑйӗн юлнӑ юлашки пӗчӗк майӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1
- 2