Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарса (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑрҫӑ — пасар мар», — тесе лӑплантарса тӑчӗ хӑйне Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах вӑл, ашшӗн ылтӑнӗ яла юлнине Ҫимун пӗлмест тесе, хӑйне лӑплантарса пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта куҫ курӗ, — лӑплантарса хӑварчӗ вӑл ывӑннӑ салтаксене.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмӑла лӑплантарса ҫывӑртсам», — пит-куҫне куҫҫулӗпе ҫуса кӗлтурӗ Кӗтерук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашине лӑплантарса чарнӑ ҫӗре пус хапхи патне персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, пӳрте таврӑнса, кинне лӑплантарса хӑварчӗ те каллех тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Амӑшӗ, амӑшӗ эсӗ, — лӑплантарса вырӑна лартрӗ ӑна упӑшки.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уйрӑлас умӗн вӑл пуҫне чиксе тӑракан Рамана лӑплантарса хӑварчӗ:

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман илемӗ каллех, тулса ҫитнӗ ӑшчике лӑплантарса, Укахви чунне сӑсӑккӑн-сӑсӑккӑн хумхата пуҫларӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗн тери чун ыратнӑ вӑрман лӑпкӑ мар чух, ҫил ачисем нимпе лӑплантарса лӑпланаймасӑр йӗрмешнӗ чух, тӳпе сӑн-сӑпачӗ тӗксӗмленнӗ чух!

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӑкачав хресченсене лӑплантарса: — Тухӑр та картишӗнче кӗтсе тӑрӑр, — терӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак сӑмахпа лӑплантарса калаҫать Унерпипе юлашки хут Еркиней.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ытларах та вилме пултарнӑ, юрать-ха, ху ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, — терӗ юлашкинчен Галя, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек ларакан Ленӑна лӑплантарса.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пурте йӗркеллех пулма кирлӗ, — терӗ Анфис аппа мана лӑплантарса.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Сана кӑларса ямаҫҫӗ», — тесе лӑплантарса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӗре ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, ӑна лӑплантарса калаҫрӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсемпе тутарсем хытах хирӗҫме пуҫланӑччӗ, анчах ӗҫ шала кӗрсе кайма ӗлкӗреймерӗ: Казаковпа Степанов килнине курсан, Петр Петрович та ҫухалса каймарӗ, ункӑ варрине утса кӗчӗ те лӑплантарса калаҫрӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсене лӑплантарса Ковяж ват ҫын тивӗҫӗпе ҫапла тума сӗнчӗ:

Помоги переводом

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Чупса ҫӳресе те, карчӑкне лӑплантарса та хӑшкӑлтӑмӑр, — тет.

— Мы уж из терпенья вышли из-за старухи этой, — говорил он.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Соня, эсӗ ӑна паллатӑп вӗт? — арӑмне лӑплантарса каларӗ Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней