Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарнине (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ерофей мана хирӗҫ часах чӗнмерӗ: вӑл чӑнах та ӗнтӗ тӗплӗн шухӑшлакан, васкаман ҫын; анчах та эпӗ ҫав самантрах манӑн ыйту ӑна хаваслантарса лӑплантарнине туйса илтӗм.

Ерофей не скоро мне отвечал: он вообще человек был обдумывающий и неторопливый; но я тотчас мог догадаться, что мой вопрос его развеселил и успокоил.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

— Аха, авӑ мӗн иккен! — шухӑшларӗ Петр, сухалӗ ӑшнелле кулса тата шӑллӗ турра ӳпкелешни хӑйне пит те лӑплантарнине туйса; манах хӑйӗн тӑванӗсем ҫине ӳпкелешменни аван-ха вӑл.

«Ага, вот оно что!» — подумал Пётр, усмехаясь в бороду, чувствуя, что жалобы брата на бога очень успокаивают его; это хорошо, что монах не жалуется на родных.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ку сӑмахсене каласа вӑл мана ҫеҫ мар, хӑйне те кӑшт лӑплантарнине ӑнлантӑм эпӗ.

И я понимаю: этими словами он успокаивает не только меня, но немножко самую малость! — и себя тоже.

Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Диспетчерскинче шӑп; Валентина, ӑшӑ шыва туйса тӑнӑ пек, ҫав шӑплӑх хӑйне лӑплантарнине туйрӗ.

В диспетчерской царила тишина, и Валентина ощущала ее успокаивающее влияние, как ощущают теплую воду.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак хыпара илтсен вара Густа ӑнтан кайнӑ, унӑн куҫӗ умӗнче пӗтӗмпех ҫаврӑнма тытӑннӑ, надзирательница ӑна питӗнчен чышса «лӑплантарнине» те, каялла шеренгӑна хӑваласа кӗртнине те туйман.

Густа шла по двору, все кружись у нее перед глазами, она не чувствовала, как «утешала» ее надзительница, тыча кулаком в лицо и загоняя в шеренгу, чтобы поддержать тюремную дисциплину.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Пӗлетӗн-ҫке-ха ху та: чӑваш усалпа усал пулас мар тесе хӑйне хӑй ултавлӑн лӑплантарнине илтекен шуйттан аслати сассипе ахӑлтатса кулать.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

4. Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5. эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.

4. Вы еще не до крови сражались, подвизаясь против греха, 5. и забыли утешение, которое предлагается вам, как сынам: сын мой! не пренебрегай наказания Господня, и не унывай, когда Он обличает тебя. 6. Ибо Господь, кого любит, того наказывает; бьет же всякого сына, которого принимает.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней