Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑрушӑскерсем пулнӑ, ютран килсе лекнӗскерсем.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем, ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем, талӑкӗпех Патшалӑх автоинспекцийӗн подразделенийӗсенчен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ.
Пушкӑрт ГИБДД ертӳҫи водительсене васкавлӑ асӑрхаттарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kh-rushs-rl-kh/2 ... rn-3641326
— Тыткӑна лекнӗскерсем ара.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫакӑн чух вӑл хыттӑн ахӑлтатса кулать, унтан пӗрер пӑт таякан чул муклашкисем пухать те тыткӑна лекнӗскерсем ҫинелле ывӑтма пуҫлать, вӗсенчен кӗҫех пӑсланакан аш купи пулса тӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Ҫавна пула Фарфонт ҫинче икӗ ҫемье ҫеҫ пурӑнать: Скоррейсем тата Гонзалессем; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, сунарпа тата пулӑ тытса тӑранса йӳнеҫтеркелеҫҫӗ; ҫав тери кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗскерсем — вӗсем пурӑнма мӗн кирлине пӗтӗмпех хӑйсен аллипе тата майӗсемпе тӑваҫҫӗ тата тупаҫҫӗ; чи малтан пурӑнма пуҫланисем пӗрле илсе килнӗ нумаях мар япалана тата утрав ҫине каярахпа ӑнсӑртран лекнӗ карапсем сутса хӑварнӑ ӑпӑр-тапӑра шутламӑпӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Хӗрлӗ армеецсем пурте тенӗ пекех ҫара тин кӑна лекнӗскерсем иккенне шута илсен, ҫӗнӗ чаҫсенче ҫавнашкал хӑватпа ӑсталӑх ҫинчен калаҫма иртереххи сӑмахсӑрах паллӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кусем… ӑнсӑртран лекнӗскерсем…
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Эпир пароход хыҫӗнче ларатпӑр, уйӑх ҫутиллӗ ӑша каҫ пире хирӗҫ ишсе пырать, кӗмӗл тӗслӗ шывран лерехре йӑлӑм енӗ аран ҫеҫ курӑнать, сӑртлӑ вырӑн хӗррийӗнчен сарӑ хӑй ҫутӑсем, темле ҫӑлтӑрсем, ҫӗр тыткӑнне лекнӗскерсем, мӑльт-мӑльт туса пӑхаҫҫӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вилӗм аллине лекнӗскерсем, хӑйсен юлашки сехечӗсене мӗнле ирттермеллине пӗлмерӗҫ: ют йӑвасем патне пырса ҫаврӑнкаларӗҫ, голецсене хӑвала-хӑвала ячӗҫ, юлашкинчен тинӗсрен хӑпаракан шутсӑр нумай пулӑ хушшинче ҫухалса кайрӗҫ…
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Асапа лекнӗскерсем, кӗтессе кӗрсе ларса чылайччен макӑрчӗҫ.Долго плакали, притаившись в углу, попавшие в беду ребятишки.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Союзниксен ҫар миссийӗсен ҫав пысӑк мар чинӗсем, мыскараллӑ ӑнсӑртлӑха пула ҫеҫ «посола» лекнӗскерсем, килсе ҫитни вара атаман керменӗнче темӗн тӗрлӗ пӑтӑрмах туса хурать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ыттисем, пӗртен-пӗр туйӑм хӗскӗчне лекнӗскерсем, нимӗн те шарламарӗҫ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗҫех мана хамӑн пионерсем ҫавӑрса илчӗҫ, хӳтлӗхе ирӗксӗртен лекнӗскерсем, пӗрне пӗри пӳле-пӳле, хӑйсем мӗн тӳссе ирттернине, пуҫ тӑрринче ҫӗр чӗтренӗ чух камӑн мӗнле кӑмӑл пулнине кала-кала пачӗҫ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Тӑватҫӗрмӗшӗнче» пире чехсен инспекторӗсем тата полици управленийӗн агенчӗсем, гестапори службӑна тӑлмачӑсем пулса ӗҫлеме хӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе, хӑшӗ начальство хушнипе лекнӗскерсем хураллатчӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1