Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лекнипе (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫми вара, аллине чӑн-чӑн купӑс лекнипе савӑнса, епле те пулин турткалама тӑрӑшать, анчах час-час пӳрнисем арпашаҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫа енчӗкӗ ытла та ҫӳхе лекнипе шартах сикрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усӗр крючниксем, куракансем йӗплесе калаҫнине сисмерӗҫ пулин те, хӑнӑхман ҫӗре килсе лекнипе тӑна кӗчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тирпейлӗрех тыткалама хӑтланчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ҫиелтен пӑрланса ларнипе, юр ытла нумай хӗвсе лартнипе тата апат ҫуккипе, кашкӑрсем тытнипе пӑлан сахалланса пынӑ, пӑвансемпе кукӑркутсем, вӑрӑмтунасем ҫыртнипе асапланнӑ, ерекен чирсем лекнипе нумай пӗтнӗ.

Стада их редели от гололедицы, сильнейших снежных заносов и бескормицы, от нападения волков, страдали от жалящих насекомых — оводов, слепней, комаров, гибли от повальных заразных болезней.

Тундрӑра пӑлан ӗрчетесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чӳречерен хӗвел лекнипе ун хаҫачӗ сарӑха пуҫларӗ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе.

Ребенок получил несколько ранений: получила сильный удар от баскетбольного мяча, после свалилась на велосипед.

Вӑйӑ лапамӗнче аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35603.html

— Хӑсӑк тип пыра лекнипе чыхӑнса кайнӑ вӑл, врачсем ҫапла каланӑ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗлӗнмелле пӗр шутласан: асатте пӗр ҫапӑҫура снаряд тӗлне лекнипе татӑкӑн-кӗсӗкӗнех вакланнӑ, анчах сехечӗ ҫӗмӗрӗлмен, ҫӳреме чарӑнман!

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑрламан мачча ҫинче, турат куҫӗ тӗлӗнче, темле кӑпшанкӑ (е шӑна?) эрешмен ҫӑварне лекнипе вӑрӑм «вилӗм хӳххи» тӑвать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Инкеке-и, телее-и, ирӗксӗрех алла мӗн лекнипе ҫеҫ усӑ курма тивет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк, машинӑн кайри ураписем темӗнле ланкашкана лекнипе, хӗрарӑм шартах сиксе вӑранчӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Шӑтӑка лекнипе мухтанмалли ҫук-ҫке унпа, Офоня, — терӗ Ахтупай.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳпке шыҫҫи лекнипе кӑшт ҫеҫ вилсе кайман пуп-самозванец урисем ревматизмпа пӑсӑлса юлнӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Анчах хытӑ япала вырӑнне аллине ҫеп-ҫемҫе япала лекнипе, ӑнсӑртран ҫӗлене тӗкӗннӗ евӗр, ӑна аяккалла вӑркӑнтарать.

Но вместо твердого предмета в руках оказалось что-то мягкое и вроде живое, и он инстинктивно швырнул сверток в сторону…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӑчӑхнӑ ура сулхӑн пӗренене лекнипе пӗтӗм ҫан-ҫурӑм канса каять.

Ишь, как приятно холодит дуб занемевшие без движения ноги!

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тахӑшӗ лекнипе хӑй чикки тӳнсе каять.

Светец для лучины падает от чьего-то прикосновения.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑлхар хӗрӗн тӑшмансен аллине лекнипе макӑрса куҫҫулӗ пӗтнӗ.

Помоги переводом

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Те сулӑнкӑна лекнипе, те юри йӑваннипе — ахӑлтатаҫҫӗ ачасем, йӑваланаҫҫӗ кӗрт ҫинче.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Имҫамне хатӗрленӗ хушӑра хӑй те шӑршӑ лекнипе аптраса кайрӗ, ҫавӑнпа тулхӑрсах каларӗ:

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашкинчен, библиотекӑра вырнаҫса ларса, Джесси шӑккалат курупкипе роман хушшинче чавсаланчӗ те авторӑн демонизм кӑвасакӗ лекнипе йӗрленекен чун-чӗре куҫӑмӗсене тӗпчеме пикенчӗ.

Наконец, усевшись в библиотеке, Джесси утвердила локти между романом и коробкой шоколада, изучая душевные движения по начертаниям автора, тронутого плесенью демонизма.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней