Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пассивли (ҫирӗплетсе лартнӑскер) тата активли (тормоз калӑпӗ ролика малалла кӑларсан анать) пулать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Володя, карлӑк ҫумне хӗссе лартнӑскер, палуба ҫинче пӗр утӑм тума та, хускалма та пултараймасӑр тӑчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унта кил-ҫурчӗ те хӑлтӑр-халтӑрскер кӑна, пӗр ҫырма тӑвайккине хамӑр лартнӑскер.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫӗрпе варӑнса пӗтнӗ вӗт чул купипе юнашар хӑйӑр тултарнӑ тӑваткал хӑма карти, вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча выляма туса лартнӑскер, ҫурт умне тытнӑ решетке карта, шитти карти пекех, мӑртӑхланса, юрӑхсӑра тухнӑ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
— Килте пур ман пӗр кӗленче ҫутти, хӑна-вӗрле хисеп туса пырас-тӑвас пулсан сых ятне илсе лартнӑскер.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Владимир Сергеевич! — хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ пӗри, чечеклӗ тутӑрне ҫӳҫӗ кӑшт ҫеҫ курӑнмалла ҫыхса лартнӑскер, — манӑн материал пӗтрӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)!Построенный почти тысячу лет назад он до сих пор сохранился (если не считать, что вчера он сгорел)!
Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html
Тӑраниччен ҫисе лартнӑскер — хырӑмӗ кӳпӗннипе рехетлӗн какӑрчӗ те сенкер шыв хӗррине кӑмӑллӑн кӑна вырнаҫса ларчӗ, чӗлӗмне чӗртсе ячӗ, уйлама пикенчӗ: апат ҫиме куллен вӑтӑр пус тӑкакласан вӑл кашни шӑмат кун кассӑна виҫӗ тенкӗ хываять, ҫак ӗҫе тимлӗн тата юратса туса пыни тепӗр вунӑ ҫултан ним мар пин те пилӗк ҫӗр тенкӗ параять.
Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.
Ҫар адвокачӗ, суд уйӑрса лартнӑскер, ман патӑмра камерӑра пулчӗ, тӗрмене мӗншӗн килсе лекнин сӑлтавӗсене тӗплӗн тишкерсен пӗтӗмлетрӗ: манӑн ҫакса вӗлерессинчен хӑтӑлмалли пӗртен пӗр шанӑҫ Ван-Конетпа тытӑҫни пирки шарламанни имӗш.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак пӳлӗм, люстра ҫутипе хытӑ ялкӑшаканскер тата духи шӑрши ҫапса лартнӑскер, Давенанта халӗ кӑнтӑрлахинчен тӑвӑртарах та ҫутӑрах курӑнать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн шлепки, ӗнси ҫине антарса лартнӑскер, ӑслӑ ҫамкине уҫса хучӗ; тимлӗ пӗчӗк куҫӗсем Пенкале кӑсӑкланса тӗсеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Пӳрчӗ пысӑках мар та, ҫӗнӗрен, шурӑлла лартнӑскер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫуна ҫине арӑмӗпе хӗр пултӑрне лартнӑскер, намӑс курас темерӗ, лашине пушӑпа пӗррех туртса илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чи умӗнчен пыраканӗ, хӳхӗм ҫӳрен ӑйӑр ҫине утланнӑ самӑр ҫын, картусне хӑлхисем ҫинех пусса лартнӑскер тата полковникле ылттӑн погон ҫакнӑскер, кӑшкӑрашса, кӑвакарнӑ мӑйӑхӗсене чӑмласа, хӗҫне енчен енне вылятса, Ворошилов патнеллех вӑркӑнтарса пырать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Черккемҫӗм ман кӗмӗл-ҫке, Ылттӑн тирӗк ҫине лартнӑскер — тесе кӗтмен ҫӗртенех юрласа янӑ Степанида Егоровна; хӑй йӑл-йӑл кулса Курганова пӗрле шаклаттарса ӗҫме сӗннӗ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
— Манпа акӑ мӗнле япала пулчӗ, — тет тахӑшӗ, каҫхи тӗттӗмлӗх ҫӗр ҫумне лапчӑтса лартнӑскер.— А вот со мной был случай, — говорит кто-то, придавленный к земле ночною тьмой.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Бауман ӳпне ӳкрӗ, хытӑ яваласа, хӗскӗч пек ҫирӗп алӑсемпе хӗстерсе лартнӑскер, вӑл ытла сасартӑк пулнипе, кӳреннипе, кӑмӑлсӑр пулнипе тӑвӑнса ҫитрӗ; такамӑн сасси вара, кулкаласа, пуҫ тӗлӗнчех, унӑн хулпуҫҫийӗсене ҫӗр ҫумне ачашлӑн пусса: — Ҫывӑр, ачам, ҫывӑр… — тесе юрласа ячӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫулран пӑхсан, вӑл пӗр ҫирӗм пилӗк ҫула яхӑн; унӑн вӑрӑм та ҫырӑ ҫӳҫӗсене, кваспа ҫуса якатнӑскерсене, патак пек хытӑ ҫивӗтсене ҫивӗтлесе лартнӑ; сарӑрах тӗслӗ пӗчӗк куҫӗсем саламлӑн мӑч-мӑч хупӑна-хупӑна илеҫҫӗ; пӗтӗм пит-куҫӗ, шӑл ыратнӑ чухнехи пек хура тутӑрпа ҫыхса лартнӑскер, кӑмӑллӑн илӗртсе тӑрать.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫавӑн пек ҫын калаҫнӑ чухне, ман куҫ умне айван ут тухса тӑрать: ака вӑл, тутӑскер, анчах урине шыв лартнӑскер, мӑй тулли ҫакнӑ ханкӑрмисене хӑнкӑртаттарса, хула хыҫпелле пӗр лав ҫӳп-ҫап туртса тухать — мӗскӗнскер! — хӑйӗн ӑраскалӗпе хӑй кӑмӑлланса пырать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.