Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нихӑҫан та, нимрен те ҫаплах хӑраманччӗ-ха вӑл, хӑйне пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑн туйманччӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ахаль чухне те хӗсӗк куҫӗсем халь шыҫмакланнипе йӑлтах ҫыпҫӑнса ларнӑн курӑнаҫҫӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗвелӗ тӳпене пӑталансах ларнӑн туйӑнать.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Кӑштахран, Шурешкин капитан алӑран пырса тытсан ҫеҫ, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пек туйма тытӑнчӗ, хӑлхара шавлама-янрама чарӑнчӗ, тӑнлавра та пуҫра ҫемҫелчӗ-ҫӑмӑлланчӗ, куҫ хупаххисем, ҫӑпан тухса ларнӑн йывӑрланнӑскерсем, аран-аран уҫӑлчӗҫ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ыттисен ҫумӗнче вӑл кӑшт лӑпчӑнарах-пытанарах ларнӑн курӑнать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫавсем пурте вара ҫӗрмамӑк уйӗсем ӑшне путса ларнӑн курӑнаҫҫӗ.
Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӑшпӗр чухне пӑхсан, йӗри-тавра вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс сарӑлса выртнӑ пекех туйӑнать, тинӗс ҫинчи хумсем пӗр вырӑнта хытса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ.Порой казалось, будто вокруг простирается беспредельное море с застывшими волнами.
Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ирсерен хӗвел те шывран тухнӑ пек туйӑнать, каҫпала вара каллех шыва анса ларнӑн туйӑнать.Даже солнце по утрам как будто из воды выходит, а к вечеру снова в воду опускается.
Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑрман, хуп-хураскер, ферма ҫумнех куҫса ларнӑн туйӑнать.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл юмахӑн тупсӑмне ӑнланса илеймесӗр асапланса ларнӑн туйӑнчӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Юрра итленӗ май Таранова тахҫанах ҫӗре кӗнӗ Сехмет Сантӑркки поэт ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑн, унӑн кравачӗ умӗнчи пукан ҫине пырса ларнӑн туйӑнчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Музыкӑпа ҫамрӑксен шӑв-шавӗ те пӗр секундлӑха ҫак сӑмахсене илтнӗ пиркиех чарӑнса ларнӑн туйӑнчӗ.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Чирлӗ ӑыннӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ чӗтресе илнӗ пек туйӑнчӗ, унӑн сӑн-пичӗ ҫак самантра йывӑҫ пек хытса, шурса ларнӑн курӑнчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Ку сӑмаха илтсенех Укаслу ҫухалса кайрӗ, уншӑн пӗтӗм тӗнче тӗксӗмленсе ларнӑн туйӑнчӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Пӗр самантлӑха хӗрӗн чунӗ те хытса ларнӑн туйӑнчӗ, питҫӑмартисем ҫеҫ такам шелсӗррӗн ҫупса янӑн вут пек пӗҫере-пӗҫере килчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Пырӗнче темӗнле кумкка хытса ларнӑн туйӑнать.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Ҫилсӗр ир йывӑҫ айӗнче ҫак шӑршӑ пушшех лайӑх сисӗнет, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм сывлӑш унпа тулса ларнӑн туйӑнать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Кашнинех уйрӑм картапа уйӑрнӑ, вара виҫӗ хут карта ҫак пахчана темле пӗтӗм тӗнчерен ыррӑн мар картласа ларнӑн туйӑнать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.