Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларни (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те, уйрӑмах тӗркӗш вӑхӑтра, ҫулсем пӑкӑланса ларни час-часах пулса иртет.

Несмотря на это особенно в часы пик пробки становятся частым явлением.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Ӗҫсӗр ларни йӑлӑхтарать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук ним шарламасӑр ларни Анука тӑна кӗртрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюка юлашкинчен пӗр вырӑнта ларни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулмалла.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан шарламасӑр ларни Матӗрнене тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Наҫтик шарламасӑр ларни Анука пушшех тарӑхтарчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ҫурта ҫутипе шыранӑ ҫӗрте чи инҫетри кӗтесре икӗ хуран ларни курӑнчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫе тытакансене кӗтсе ларни те ахалех ӗнтӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш чӗлхи урокӗнче Альбина Ивановнӑна эпӗ выляса ларни килӗшмерӗ пулмалла — ман енне хаяррӑн пыма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Турӑран: «Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар», — тесе ыйтса ларни сахал.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку ҫеҫ-и, хӑйӗн сӑнне пин хут улӑштарма пултаракан ҫын ларни те ҫав самантрах курӑнчӗ!

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Шалти пӳлӗмре пианино ларни курӑнать.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗр хута ҫапла йывӑҫ ӳссе ларни пурне те тӗлӗнтернӗ, тен, халь тин ӗнтӗ тӗлӗнтермен те.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Калӑпӑр, ту пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ларни шутсӑр сайра тӗл пулать.

Ведь это очень редкий случай, чтобы гора сдвинулась с места.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунсӑр пуҫне, чӗрене шӗкӗ ҫиет тейӗн, самаях пӑшӑрханма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ: манӑн лару-тӑру шутсӑр кӑткӑсчӗ, шыв пӗтнӗпе пӗрехчӗ, инкеклӗн анса ларни ырӑпа вӗҫленмессӗн туйӑнма пуҫланӑччӗ.

Мне было не по себе, положение становилось серьезным, воды почти не осталось, и я начал бояться, что моя вынужденная посадка плохо кончится.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑш вар хытӑрах пӑсӑлса пырать: йывӑҫ-курӑк умӗ ларни е ҫари-и?

Какой овраг больше размывается водой — заросший или лишенный растительности?

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах унӑн форми тата вӑл хӑш вырӑнта ларни тӑрӑх ӑна уйӑрса илме пулать.

Но узнать его можно, по форме и по положению.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапла вара, культ ҫине ылханса кӑна пурӑнма, паллах, килте лӑпкӑн ларни е трибунӑсем ҫинчен сӑмахсем калани те ҫителӗклӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен вара ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитнӗ: Лиза хӑйӗн хуйхи ҫинчен текех вӗсемпе калаҫма пултарайманнине, вӗсем ӑна хӗрхенсе ним чӗнмесӗр ларни малтан вӗҫӗмсӗр ыйтса пӗлнинчен кая мар ыраттарнине ӑнланнӑ.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсемшӗн пӗр ҫеккунт пӑшӑрханса, тарӑхса ларни те намӑс.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней