Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларакана (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, ырӑ ҫыннӑм, тӗрӗс калатӑн, — ҫара пуҫ ларакана лӑплантарчӗ вӑл.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эпӗ мана чун-чӗререн ӗненекенсене, йӑлӑнса пулӑшу ыйтакансене, кирек мӗнле ӗҫе те мана асӑнса пуҫӑнакана, апата мана пуҫҫапса ларакана, вырӑн ҫине ман ятпа выртакана, савӑнӑҫра та, хурлӑхра та мана ӑшра тытса усракана ҫеҫ пулӑшатӑп.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Машенька, леш хута илсе кил-ха, — хушрӗ шкап ҫумӗнче ларакана.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку — тӗреклӗ, платна ҫын, сӑрӑ-кӑвак куҫӗсем пӗр тӗлелле пӑхмаҫҫӗ, тепӗр чух ҫурма хупӑ, тепӗр чух шӑтарасла, уҫҫӑн, вӑйпа тинкерсе тирӗнеҫҫӗ, ахӑртнех, хирӗҫ ларакана аптӑратасшӑн.

Это был плотный, коренастый человек с ускользающим взглядом серых глаз, иногда полуприкрытых, иногда раскрытых широко, ярко и устремленных с вызывающей силой, рассчитанной на смущение.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Лонгрен, — пӳртре ларакана ун тӑрринчен каланӑн илтӗнчӗ ӑна, — ҫӑлсам!

«Лонгрен, — донеслось к нему глухо, как с крыши — сидящему внутри дома, — спаси!»

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тимлесе мар, тӗлсӗр-палсӑр итлет вӑл юнашар ларакана.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дворянсем пурӑннӑ ҫуртӑн халӗ те-ха мӑнаҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан ишӗлчӗкӗсен ӑшӗнчен, таҫта шалтан, хӗрсем ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни, Коля-телеграфистӑн тенорӗ, ростовщик ывӑлӗн, Ванька Хряповӑн, чан ҫапнӑ евӗр хулӑн сасси, Фимка Пушкаревӑн янкӑс юррисем, гитара янӑранисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ — анчах та ҫав кичем те ӳсӗр пурнӑҫӑн ҫакӑн йышши мӗнпур янӑрашӑвӗ Симӑна тата ӑна итлесе ларакана пӗрре те чӑрмантармасть.

Из глубины всё ещё важных развалин дворянского дома порою долетали визги девиц, тенор Коли-телеграфиста, колокольный голос Ваньки Хряпова, сына ростовщика, бойкие песни Фимки Пушкаревой, звон гитары — но все эти звуки тоскливой и пьяной жизни не мешали Симе и его слушателю.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Кирек мӗн ҫинчен те калаҫмалла пулсан, вӑл, хӑйӗн сӳпӗлтетес йӑлипе, итлесе ларакана пуҫӗ минресе кайичченех тытать.

и способностью говорить по любому поводу до тех пор, пока у собеседника не заболит голова.

ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Анчах та аяккарахри ҫынсемпе калаҫса юнашар ларакана сӑмах хушманни те аван мар.

Некрасиво говорить только с другими через соседа.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пичче лашана ылханса вӑрҫса пушӑпа хӗрте пуҫларӗ; анчах вӑл хӑй ҫинче ларакана ҫавӑрса ҫапасшӑн пулнӑ пек, тапкалашма пуҫларӗ.

Дядя начал сыпать проклятиями и бить лошадь плетью, но лошадка только лягалась, намереваясь, по-видимому, сбросить своего всадника.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ачипе ҫапла киленсе пӑшӑлтатса ларакана темле вӑй урамалла пӑхма хистерӗ.

Она так тепло разговаривала с малышкой, но вдруг какая-то сила заставила её взглянуть на улицу.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

11. Тата эпӗ питех те пысӑк шурӑ пуканпа — патша пуканӗпе — ун ҫинче Ларакана куртӑм.

11. И увидел я великий белый престол и Сидящего на нем,

Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тепӗр ангел Турӑ Ҫуртӗнчен тухрӗ те пӗлӗт ҫинче Ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: ҫурлана яр та вырса тух: вырас вӑхӑт ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ, терӗ.

15. И вышел другой Ангел из храма и воскликнул громким голосом к сидящему на облаке: пусти серп твой и пожни, потому что пришло время жатвы, ибо жатва на земле созрела.

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.

9. И когда животные воздают славу и честь и благодарение Сидящему на престоле, Живущему во веки веков, 10. тогда двадцать четыре старца падают пред Сидящим на престоле, и поклоняются Живущему во веки веков, и полагают венцы свои перед престолом, говоря: 11. достоин Ты, Господи, приять славу и честь и силу: ибо Ты сотворил все, и все по Твоей воле существует и сотворено.

Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫа ҫавӑн пек тӑваканӑн хуралӗнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Ҫӳлхуҫана парне кӳрекене Иаков чатӑрӗсенче пӗтерсе тухӗ.

12. У того, кто делает это, истребит Господь из шатров Иаковлевых бдящего на страже и отвечающего, и приносящего жертву Господу Саваофу.

Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Айвана мӗн те пулин каласа кӑтартни — ыйхӑласа ларакана каланипе пӗрех, каласа пӗтерсессӗн ҫавӑ: «э?» тесе ыйтать.

8. Рассказывающий что-либо глупому - то же, что рассказывающий дремлющему, который по окончании спрашивает: «что?»

Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та 48. ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.

И поклонился царь на ложе своем, 48. и сказал царь так: «благословен Господь Бог Израилев, Который сегодня дал [от семени моего] сидящего на престоле моем, и очи мои видят это!»

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.

17. И сказали ей те люди: мы свободны будем от твоей клятвы, которою ты нас закляла, если не сделаешь так: 18. вот, когда мы придем в эту землю, ты привяжи червленую веревку к окну, чрез которое ты нас спустила, а отца твоего и матерь твою и братьев твоих, все семейство отца твоего собери к себе в дом твой; 19. и если кто-нибудь выйдет из дверей твоего дома вон, того кровь на голове его, а мы свободны [будем от сей клятвы твоей]; а кто будет с тобою в [твоем] доме, того кровь на голове нашей, если чья рука коснется его; 20. если же [кто нас обидит, или] ты откроешь сие наше дело, то мы также свободны будем от клятвы твоей, которою ты нас закляла.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней