Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урокра та ларайман, пӗрмай макӑрнӑ Павлуш.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл килте чӑтса ларайман.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Трактирте-мӗнте, «машина» салхуллӑ кӗвӗ каласа ярсан, вӑл тӳссе ларайман, кӗҫех ун кӑкӑрӗнче темӗскер пӑшӑрхантаруллӑн йӑкӑртатма пуҫланӑ, вара вӑл музыкӑна чарма хушнӑ, е, ҫак куҫҫуллӗ ӳпкелешӳпе тулнӑ сӑмахсӑр калаҫӑва итлеме пултарас ҫуккине пӗлсе, пӑрӑнса канма тӑрӑшнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗпе Маякина, — ун ҫинчен куҫ илмесӗр тӑраканскерсене, — Фоман ҫак ларайман характерӗ чылаях шиклентернӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аэроплан ҫӗр ҫине чиперех анса ларайман.
24. Малтан Вильбур вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Маурах партизансем ҫинчен каланӑ чух такам чӑтса ларайман та: — Суятӑн! — тесе кӑшкӑрса янӑ.Когда Маурах говорил о партизанах, кто-то не выдержал и крикнул: — Это ложь!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ку Лиденброк профессор теорине хирӗҫ пынӑ; ҫӗр айӗнче шалта ҫунса тӑракан вӑйлӑ вут ҫӗр хуппин ҫиелти сийӗсене те вӗрилентерсе, Хӗвел ҫуттине курмасӑрах ӳснӗ йывӑҫ-курӑксем чечеке те ларайман, ырӑ шӑршӑ та кӑларман, анчах вӗсен тымарӗсем Ҫӗр ӗмӗрӗн малтанхи кунӗсенчех вӗри тӑпра ӑшӗнчен вӑйлӑ ӳсӗм сӗткенӗсене сӑхса пурӑннӑ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
«Кун пирки вӑл арҫынсем юханшыв леш енне каҫса кайсан тин тавҫӑрса илнӗ, — терӗ Джим, — лешсем хулана йытӑ илме тесех кайнӑ пулмалла та вӑхӑт нумай ирттернӗ, ахаллӗн эпир ҫак сӑмсахра, хуларан вунултӑ-вунҫичӗ мильӑра, ларайман пулӑттӑмӑр, ҫук, ларайман пулӑттӑмӑр, каллех ҫав хулана ҫаклатса каятчӗҫ пире».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ тек чӑтса ларайман пулӑттӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вунсаккӑрта чухне вӑл темле усал сивчирпе кӑштах вилсе выртман; унӑн ачаранпах ҫирӗп пулнӑ организмӗ, чире пула ҫав териех хавшанӑскер, чылай вӑхӑт хушши тӳрленсе, ӗлӗкхи виҫене ларайман.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл патшара нумаях ларайман иккен, мӗншӗн тесен ӑна пӑхӑнса тӑракансем ыр-кӑмӑллах пулман.Прибавив, что царствование его было недолгим «вследствие неблагодарности подданных».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапах та кайӑк хӑйӗн ҫӳлӗ те хӑрушлӑхсӑр турачӗ ҫинче чӑтса ларайман…И всё-таки он не мог усидеть на своей высокой, безопасной ветке…
Салакайӑк // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.
Мелеховсен килӗ тӗлӗнче Дон шӑнса ларайман.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сергей Рощенскине лайӑх е япӑх хыпарсемпе килнине пӗлмесӗр тӳссе ларайман пулмалла старик.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ун пуҫӗ тӑрринче, сӳнсе ларайман кӑвайт евӗр, Алтӑр ҫӑлтӑр тӗлкӗшсе ҫунать.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Радда аяккалла ывӑтса янӑ ҫӗҫҫе Данило илчӗ те, кӑвак мӑйӑхне чӗтреткелесе, нумайччен ҫав ҫӗҫҫе тинкерсе пӑхса тӑчӗ, — ҫӗҫҫи ҫинче Радда юнӗ хытса ларайман ха, ҫӗҫҫи кукӑр та пит ҫивӗчскер.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Коммунист, офицер пулнӑ ҫын тӑшман тӑван ҫӗре таптанине лӑпкӑн пӑхса ларайман паллах.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
- 1