Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лара (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле таврӑнса кӗреп — пусма ҫинче Ахмадишша лара парать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Танк шухӑшӗпех килне ҫитсе кӗнӗччӗ Хумкка, килӗнче Эрхип лара парать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре ҫапла хамӑрӑн йытӑ ҫинче юн ӗҫсе кӳпченӗ сӑвӑс лара парать, ун ҫине тепри — пӗчӗкреххи — вырнаҫнӑ, виҫҫӗмӗш чи пӗчӗк сӑвӑсӗ те кунтах — вӑтамми ҫине хӑпарса ларнӑ.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Вова сасартӑк курать: ҫак автобус ҫинчех ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тем сӑмахпа кӳрентернӗ милици офицерӗ лара парать.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Августра хӗвел анса лара пуҫларӗ.

В августе стало заходить солнце.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ларнипе лара тулмасть…

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа хӗрсем, инкесем каҫсерен сӑмах-юмах ваклама урама тухкаласа лара пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗррехинче, ҫапла, кӗтӗм те сарайне — курах кайрӑм: пирӗн мӑр-мӑр кашта ҫинче лара парать.

Помоги переводом

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Йӑмра тункати ҫинче, сулхӑнра, Тавӑт учителӗ, Тӑхти лара парать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лара ҫинче ала, савуксем, валашка тата кӗтесре катка-пичке выртнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑхатӑп — йӑмра айӗнче вутӑш хӗрӗ лара парать, пуҫне турать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑхатӑп — витресем патӗнчех пӗр хӑмӑр кайӑк лара парать.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑйсене хур тӑвакансемпе ҫапӑҫас вырӑнне халь вӗсем аллисене усса лара пуҫларӗҫ.

Вместо того, чтоб обидчикам своим встречь ответить, люди разводят руками.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упӑте пек ҫӑмлӑскер кӑнтӑр хӗвелӗ ӑшшинче хӗртӗнсе лара парать.

Помоги переводом

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗпӗрьян таҫта ҫӳрет, килте лара пӗлмест, ялан комсомол ӗҫӗпе…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Картиш варринче ун ҫине вӑл, Илемпи, пӑхса лара парать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӑхатӑп, ун ӑшӗнче уйӑп лара парать.

Гляжу, а на ней мой чижик сидит.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унта ҫур шкул фронта тухса тарас пулсан та, эпӗ ухмахла, килте лара пар!

Тут половина школы на фронт убежит, а я себе, как идиот, сиди!

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ванькка шӑвӑҫпа сӑрнӑ лара уҫрӗ те, шӑшисем ан тапӑнччӑр тесе, ҫӑнӑха та, вирпе пӑрҫана та унӑн пӳлмисене ячӗ, унтан, кутамккине хулпуҫҫинчен ҫакса, пӳрте кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн ҫурҫӗр енчи ялсенче, краҫҫин ҫук пирки, хӑйӑ ҫутса лара пуҫларӗҫ, — тесе сӑмах тапратать Марья.

— У нас на севере, — заговорила Марья, — в деревнях стали лучину жечь.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней