Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эппин, чаплӑ ӳсӗмсем кӳччӗр сана, Анатолий Семенович, умӑнти ӗҫсем».
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унччен сиен ытларах ан кӳччӗр тетпӗр кӑна…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сирӗн мӗнпур пуҫарӑвӑрпа ырӑ ӗҫӗрсем обществӑна усӑ кӳччӗр тата ҫынсене пулӑшу паччӑр.Пусть все ваши инициативы и добрые дела приносят реальную пользу обществу и помогают людям.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/05/news-3991556
Пире пӑрахса кайса хурлӑх ан кӳччӗр тесе вӗсене йывӑҫран е тӑмран ӑсталанӑ чухне - кутамас кӗлеткеллӗ, кӗске ураллӑ тунӑ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
16. Мана эсир суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм: сире тӗнчене яма, ҫимӗҫ, ӗмӗрлӗх ҫимӗҫ, кӳччӗр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна патӑрччӗ тесе суйласа илтӗм.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ирсерен ялан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене путек, тырӑ парни тата ҫу кӳччӗр.15. Пусть приносят во всесожжение агнца и хлебное приношение и елей каждое утро постоянно.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑна мухтав парнийӗ кӳччӗр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен савӑнӑҫлӑн юрласа пӗлтерччӗр!22. Да приносят Ему жертву хвалы и да возвещают о делах Его с пением!
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, сӑмах парӑр, мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗр; Ун тавра тӑраканӗсем пурте Хӑрушӑскерне парне кӳччӗр: 13. Вӑл пуҫлӑхсенӗн кӑмӑлне пусарать, Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасемшӗн — хӑрушӑ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Турӑҫӑм! патшана Хӑвӑн сутна туса тӑма пар, патша ывӑлне Хӑвӑн тӳрӗлӗхне туса тӑма пар: 2. сут тунӑ чухне вӑл Санӑн халӑхна, Санӑн мӗскӗн ҫыннусене тӳррипе сут тутӑр; 3. тусем ҫынсене тӑнӑҫлӑх паччӑр, сӑртсем тӳрӗлӗх кӳччӗр; 4. халӑх хушшинчи мӗскӗнсене хӳтӗлетӗр, кӗлмӗҫсен ывӑлӗсене хӑтартӑр, хӗсӗрлекене йӑвашлаттӑр.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те: 3. Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн, 4. ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 5. ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр; 6. юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ: 7. вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн, 14. вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр; 15. вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем Мана парне кӳччӗр; тимлӗ пулнипе паракан кирек хӑш ҫынран та Ман валли парне илӗр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1