Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн чунӗ ӳкӗнӗҫ парни кӳрсессӗн, Вӑл вара ӗмӗрлӗх ӑрӑва курӗ, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ Унӑн аллипе пурӑнӑҫланса пырӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кам суяпа пухнӑ пурлӑхран парне кӳрет, ҫавӑн парни — мӑшкӑллӑ парне, йӗркесӗр ҫын кӳнӗ парне юравсӑр; 19. йӗркесӗр ҫынсен парнине Ҫӳлхуҫа хапӑлламасть, нумай парне кӳрсессӗн те, вӗсен ҫылӑхне каҫармасть.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрсессӗн, Ииуй хӑвӑрт ҫӳрекенсене тата пуҫлӑхсене каланӑ: кӗрӗр те вӗлерсе тухӑр, пӗри те ан хӑтӑлайтӑр, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Аарон халӑх еннелле ҫаврӑнса аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ те халӑха пилленӗ; унтан — ҫылӑх парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни кӳрсессӗн — аяла аннӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать, 17. виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 18. канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1