Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗчӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кӗчӗ (тĕпĕ: кӗчӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӑл пӑртак вӑтаннӑ пек пулчӗ, унтан унӑн пуҫне ырӑ мара систерекен шухӑш пырса кӗчӗ, — пырса кӗчӗ те тухса кайрӗ — унтан каллех пырса кӗчӗ.

Потом слегка огорчилась; потом у нее возникло смутное подозрение — появилось, исчезло и возникло снова.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мана чӗнме пынӑ казак, ман ҫинчен пӗлтерме кӗчӗ те, часах каялла тухса, мана нумай пулмасть эпӗ Марья Ивановнӑпа ачашшӑн уйӑрӑлнӑ пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ.

Казак, приведший меня, отправился про меня доложить и, тотчас же воротившись, ввел меня в ту комнату, где накануне так нежно прощался я с Марьей Ивановною.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ӑна кӗчӗ! ӑна кӗчӗ! — терӗ вӑл темиҫе хутчен.

— Опомнился! опомнился! — повторял он.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ҫупала ҫунан хӑйҫутине вӑр-вар вӗрсе сӳнтерчӗ, тӗттӗмре вырӑн сарса хучӗ, пӳртум алӑкне кӗле хурса кӗчӗ те йӗрӗнчӗклӗн, кӑштах палӑрмаллах кӳренсе, ҫапла каларӗ:

Она проворно дунула на жирник, в потемках постелила постель, заперла на задвижку дверь в сенях и с презрением, с чуть заметной досадой сказала:

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов хӑйне ют ҫын картишне пырса кӗнӗнех туйрӗ: чӗлпӗрне алкум тытми ҫумне ҫыхрӗ те, — пӳрте кӗчӗ.

Будто бы на чужой баз заехал Размётнов: поводья примотал за перила крыльца, сам — в хату.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сывлайми пулнӑ Андрей, чӗлпӗрне туртса, ывӑннипе аран-аран урисем ҫинче тӑракан урхамахне картишне ҫавӑтса кӗчӗ.

Задыхаясь, тянет Андрей повод, вводит на баз шатающегося от усталости коня.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей, шап-шурӑ кӑпӑка ӳкнӗ юланутпа, каҫ пулас умӗн хутора вӗҫтерсе пырса кӗчӗ.

Андрей на взмыленном коне прискакал под вечер в хутор.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Нагульнов килхушшине кӗчӗ, алӑк кӗлине шалтлаттарса хӑварчӗ.

— Нагульнов вошел во двор, звякнул щеколдой дверей.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ.

Считался Яков Лукич в хуторе человеком большого ума, лисьей повадки и осторожности, а вот не удержался в стороне от яростно всполыхавшей по хуторам борьбы, коловертью втянуло его в события.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Черепица витнӗ пысӑк ҫурт умӗнче вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сиксе анчӗ те лашине пӗчӗк хапхаран ҫавӑтса кӗчӗ, чӑпӑркка аврипе хуллен ҫеҫ кантӑкран шаккарӗ.

Возле крытого черепицей просторного куреня спешился, ввел в калитку коня и, тихо стукнув в окно рукоятью плети, позвал.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тарланӑ лашан йӗп-йӗпе вӗри ҫурӑмне хыпашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн пысӑк пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ, унтан лашине хӗлле те шӑнман ӑшӑх юханшыва уттарса кӗчӗ.

И, ощутив горячую, запотевшую конскую спину, ловко вскинул в седло свое большое тело, мелкую, не замерзающую и зимой речушку стал переезжать вброд.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

1930 ҫулхи январь каҫӗсенчен пӗринче Гремячий Лог хутӑрне ҫеҫенхирелле тухакан чи хӗрринчи тӑкӑрлӑкпа пӗр юланутҫӑ пырса кӗчӗ.

По крайнему к степи проулку январским вечером 1930 года въехал в хутор Гремячий Лог верховой.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Итлесе ларсан-ларсан, пурсӑмӑра та пире пӗр шухӑш пырса кӗчӗ.

Слушали мы, слушали, и вдруг всех нас осенила одна и та же мысль.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Астумасӑр! — терӗ те хӗрарӑм кулкаласа калама пуҫларӗ — Вӑл акӑ мӗнле, пӗлетӗн-и, пӗрре пирӗн пата ҫав тери пысӑк манах килсе кӗчӗ те манран ыйтать: «Эсӗ мана валли вӗрентен пусма ҫыхса тума пултаратӑн-и?» — тет.

— Ну как же! — и, посмеиваясь, она стала рассказывать мне — это, видишь, ввалился однова к нам монашище, большущий такой, да и спрашивает: «Можешь ты, паклюжница, связать мне лестницу из веревок?»

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Вӑл мана икӗ хутлӑ пысӑк ҫуртӑн картишне ертсе кӗчӗ; урапасемпе пичкесем, ещӗксемпе урлӑ-пирлӗ выртан вут-сыпписем хушшипе суккӑр ҫын пек асӑрханса иртрӗ, вара ҫурт никӗсӗнчи темле шӑтӑк умӗнче чарӑнчӗ те мана шалалла кӗме хушрӗ:

Она привела меня на двор большого, двухэтажного дома; осторожно, как слепая, прошла между телег, бочек, ящиков, рассыпанных поленниц дров, остановилась перед какой-то дырой в фундаменте и предложила мне:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Анчах пӗррехинче салтак пирӗн пата кӑшт хӗрӗнкӗрех пырса кӗчӗ, ларчӗ те кула пуҫларӗ; эпир вӑл мӗнрен кулнине ыйтсан — ҫапла каларӗ:

Но однажды солдат пришел к нам немного выпивши, уселся и начал смеяться, а когда мы спросили его: над чем это он смеется? — он объяснил:

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ун вырӑнне хуҫа кӗчӗ те, шикленсе, ҫапла пӗлтерчӗ:

Вместо него явился хозяин с озабоченным лицом и объявил:

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хваттере асар-писер ҫил явӑнса кӗчӗ.

Ветер ворвался в квартиру.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Арӑмӗ калаҫӑва хутшанмарӗ те, Мефодий Иванович тӗпеле кӗчӗ.

Жена не поддержала разговор, Мефодий Иванович собрался в магазин.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

— Пулӑҫӑ ӑҫта кайса кӗчӗ? — ыйтрӑм эпӗ.

— А рыбак куда девался? — спросил я.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней