Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗччӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑрах кӗтнӗччӗ ҫак сӑмахсене Укань, юратать ҫав ҫынсем хӑйне ӑшшӑн кӗтсе илнине, мӗн тесен те, ялта пӗр ҫын-ҫке-ха, юмӑҫ ӑстисем урӑх ҫук.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерука вӑрласа ирӗксӗр арӑм тунӑ хыҫҫӑн вӑл пурӑна киле ӑраскалне парӑнасса кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Саккун проектне тавлашмасӑр йышӑнасса кӗтнӗччӗ — апла пулмарӗ: «Тӗрӗс Раҫҫей» фракци представителӗсем пӗри те тепри ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене транспорт налукӗн 50% чухлӗ кӑна ҫӑмӑллӑх панипе кӑмӑлсӑрланчӗҫ.

Помоги переводом

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Ывӑлӗ хӑйне хӳтӗлессе кӗтнӗччӗ вӑл.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кӗтнӗччӗ?! — темскере сиссе кӑрт-кӑрт сикрӗ Васса чӗри.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлашкинчен тӳсеймерӗ вӑл: — Эпӗ кӗҫӗр санпа тӗл пулма тахҫанах шутласа хунӑччӗ. Питӗ кӗтнӗччӗ сана, — терӗ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл часах хӑй патне Васса пырса ҫитессе кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла, вӑхӑт лӑпкӑн, пӗр тикӗссӗн иртессе кӗтнӗччӗ вӑл.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Манӑн ӑна шӑпах ҫапла, йытӑ ҫухалнӑшӑн ытлашши хуҫӑлманнине пӗлтерсе, калаҫтарас килнӗччӗ, ҫак сӑмахсене кӗтнӗччӗ эпӗ унран, анчах илтрӗм те — тӗлӗнерех пӑхрӑм ун ҫине: хамӑрӑн пӗчӗк тусӑмӑр ҫӗтни нивушлӗ темех мар уншӑн?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ Ҫтаппан тарӑхса каясса кӗтнӗччӗ, анчах вал сасӑпах кулса ячӗ те: — Килӗшмерӗ иккен-ха эпӗ чуна уҫса калаҫни, хе-хе, — терӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна май Таранов виҫӗ рецензи кӗтнӗччӗ, ӑна хальхинче пуштӑ урлӑ пӗр пӗчӗкҫӗ хут татки кӑна ярса пачӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май кӑҫал та вӑл авӑн уйӑхӗ ҫитессе хавхалансах, ҫунатлансах кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк ҫын Валерия Ивановна хушамачӗ ҫапла пулнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл — урӑхла хушамат кӗтнӗччӗ пулас…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Шӑпах ҫавна кӗтнӗччӗ Вера, мӗншӗн тесен ӗне улӑштармалла вӗсен.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вилсе каясла кӗтнӗччӗ сире хам ҫуралнӑ куна.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Укаслу ҫакна кӗтнӗччӗ те ӗнтӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тавӑру сехетне самаях кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ сана Ч. ялӗнче те, А. ялӗнче те кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗкӗте пичче ывӑлӗ, килӗшсе, «ӑхӑ» е «юрӗ» тесе каласса кӗтнӗччӗ, анчах лешӗ нимӗн те шарламарӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Вӑл пачах та кӑна мар, урӑхла ответ пуласса кӗтнӗччӗ.

Не это хотел он услышать, другой ответ был ему нужен.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней