Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтессе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтессе кӗтетӗп.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӑкӑнат кунта хӑйне хӑрушлӑх кӗтессе ӑша та илмесӗр шӑхӑркаласа утнӑ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрлӗ кӗтессе лартрӗ те: — Тулли пултӑр телей ҫак ҫуртра, тулли марри тулли пултӑр! — терӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хисеплӗ кӗтессе — Хӗрлӗ кӗтесе минтер ҫине йӑх пуҫӗ — Ермолай вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӗрлӗ кӗтессе пычӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те кӗлтума пуҫларӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Корзинӑсем, чемодансем, савӑт-сапа ҫӗмрӗкӗсем кӗтесрен кӗтессе ыткӑнаҫҫӗ.

Из угла в угол носились корзины, чемоданы и осколки разбитой посуды.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Зонтикне пуҫтарчӗ те кӗтессе тӑратрӗ, плащне хывса ҫакрӗ, унтан туфлине хыврӗ, хӑй тавра урайне пӑхкаларӗ — тапочка шырарӗ пуль ӗнтӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр-пӗр кӗтессе тӑр та ҫи…

Помоги переводом

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ҫак кӗтессе ачасем пуринчен те ытларах кураймаҫҫӗ.

Этот угол всего ненавистнее ребятам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗтессе кӗтнӗ-ха вӗсем ку ӗҫе, таврари турхансемпе ҫӗрпӳсем пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне йӗрленине тахҫанах сиснӗ, ҫапах та Мамич-Бердее кӗҫӗрех ярса илессине ӗмӗтленме пултарайман.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ пӗр кӗтессе хам сӑхмана сарса выртрӑм.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗшлӗ сурӑха кӗтессе хупӑрласа тытрӗ, кӗсйинчен кантра кӑларса сурӑхӑнне малти икӗ урине ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ӑна хамӑр кӗтессе пӗрене ҫумне сухӑрпа ҫыпӑҫтарса хутӑмӑр.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр кӗтессе хӗсӗнкелесе тӑтӑмӑр.

Помоги переводом

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта пӗр кӗтессе ыраш улӑмӗ купаланӑ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унӑн пӗр вырӑнта ларасси те килмерӗ, яла ҫитсенех вӑл, кунта темиҫе эрне пулман пек, кашни кӗтессе пыра-пыра тӗкӗнчӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах Укахви, такам курас пек, тӗпелти кӗтессе кайса тӑчӗ те аллинчи ҫыруне ҫавра-ҫавра пӑхрӗ, адресне темиҫе хут вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тин питӗ асӑрханса конвертне уҫрӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кӗтессе ҫӗр айне чавса чикнӗ тар пички темиҫе чалӑш тӑршшӗ хӳмене ним хӑварми аркатса тӑкрӗ.

Помоги переводом

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗрчунӗ хирӗҫ кӗтессе хӗсӗнсе ларчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла вара Моргиана кайма хатӗрленет, ӑна пӗлтерӗшлӗ пулӑм кӗтессе тӗшмӗртмест-ха.

Итак, Моргиана собиралась ехать, не подозревая, что ее ожидает значительное событие.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней