Поиск
Шырав ĕçĕ:
Степлерпа усӑ курса кӗтесле тата тачкӑласа ҫыпӑҫтарма та, брошюрӑсем ӑсталама та май пур.
Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80
Винтовкӑна ярса тытрӗ: винтовки тӗрӗс-тӗкелех пек, виҫӗ кӗтесле хурҫӑ штыкӗ те пӗрлех.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Алӑк патнерех сак ҫинче хура ҫӳҫлӗ, шурӑ кӗпеллӗ каччӑ ларать, хӑй умне виҫӗ кӗтесле йывӑҫ япала тытнӑ, ун ҫинче пӳрнисене ҫӑмӑллӑн вылятса илемлӗ сасӑ кӑларать.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унӑн фрончӗ Наполеон тӑвакан наступленине урлӑ мар, кӗтесле пулнӑ — Шеваркино патӗнчи сулахай фланг малалла тухса тӑнӑ пирки уҫӑ пулнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫынсем, яланхи пекех, хӑшӗ апата, хӑшӗ ӗҫ хыҫҫӑн килне васкарӗҫ, ачисене коляскӑпа ярӑнтарса утрӗҫ, хӗрачасем тротуар варринчех кӗтесле вылярӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кантӑк янахӗ ҫинче ларса, урамра икӗ хӗрача кӗтесле вылянине сӑнаса, пирӗн прораба епле пытарнине аса илтӗм эпӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хулара шанчӑксӑр, темскере кӗтесле шӑплӑх йӑпшӑнса тӑрать, таҫта хула тулашӗнче кӑна катка-пичкеҫӗ ӗҫлет: сивӗ сывлӑшра пӗр виҫеллӗн ылмашӑнса, виҫӗ хутчен тата икӗ хутчен панлаттарса, ҫапни илтӗне-илтӗне каять:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хальхинче вӑл кӗтесле илнӗ пӗр пӑт ырашне выляса ячӗ-ха, тавӑрас шанчӑкне пурпӗрех ҫухатмасть.Вот и на сей раз он проиграл взятый пуд ржи, но не огорчился, не вышел из игры.
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Мӗн тӑвас тен, кӗтесле памастӑп тет Нямаҫ тете…
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗтесле илесрен пӑшӑрханнӑ Тимрук шакла пуҫне кӑмӑлсӑр пӑркаларӗ, ҫапах та ашшӗпе хирӗҫсе тӑмарӗ, хушнӑ ҫӗре йӑпӑрт тухса чупрӗ.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккее паян ҫӗнӗ пури те кӑмӑлне ҫырлахтармарӗ, ҫырлахтарассинчен ытла ӗмӗтне сӗврӗлтернӗ пек те туйӑнчӗ: темле, пысӑк тупӑк пек, таватӑ кӗтесле, пахчаналла вӑрӑм тӑсӑлать, ҫине витмен…
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳлӗх курать — вӑй ҫитерейсен, вӑл кӗтесле илнӗ виҫӗ лав ырашне парса татма та вӑраха ямӗ.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Франци пире кӗтесле амуници, хӗҫпӑшал парать, пӗр пин ҫурӑ офицер ярать.Франция даст нам в кредит амуницию, оружие, пришлет тысячи полторы офицеров.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Кӑҫал кӗтесле пачӗҫ! — терӗ йӑмӑкӗ, хӗрелсе кайса, тата ытларах ҫамрӑкланнӑн куҫӗсене хаваслӑн ялтӑртаттарса.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лавкаҫӑ хӑй лавккинчен тавар туянакансем нумайӑшӗсем ыранхи кун парӑмӗсене тӳлесе татасса шанса тӑрать, ҫавӑнпа та эрехне паян кӗтесле сутма пултарать, тесе шутларӗ вӑл.Лавочник же не посмеет отказать, надеясь, что перед праздником ему заплатят все долги.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Фан Сюань-чо, сасартӑк теме тавҫӑрса илнӗ чухнехи евӗрлӗ сӑнпа, тарҫӑ-ачана эрех лавккине кайса пӗр пулӑштух лотос эрехне кӗтесле илсе килме хушрӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Вексель тени вӑл — кӗтесле укҫа илнине пӗлтерекен расписка, унта укҫине хӑҫан тавӑрса памалли вӑхӑта та кӑтартнӑ.В общем, вексель — это была расписка в получении денег с обязательством вернуть их в указанный срок.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1