Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗртетчӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи каҫсенче вӑл кӗтӗве кӗтсе илетчӗ, ачашшӑн йынӑшса ӗнине ҫавӑратчӗ, итлемен, пӳрчӗ умӗнче ҫаврӑнакан сурӑхӗсене картишне хӑваласа кӗртетчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мана яланах шӑлсӑр карчӑк, пӗр вӗҫсӗр хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ҫӳрекенскер, уҫса кӗртетчӗ, анчах ман ҫине сиввӗн пӑхмастчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫитменнине, шартлама сивӗсенче айне пур-ҫук сурӑхсене, чӑххисене пӳрте кӗртетчӗ те, ҫаврӑнкалама та вырӑн юлмастчӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Дмитрий Бельский бояринпа пӗрле ҫамрӑк хан ялан хӑна кӗртетчӗ, ӗҫкӗ ӗҫетчӗ, княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе сеидсем ун патне ҫӗклемӗ ҫӗклемӗпе хаклӑ парне йӑтатчӗҫ.

Помоги переводом

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ каҫсенче вӑл ӗнине хӑех хаваласа кӗртетчӗ, халь ашшӗн хӑваласа кӗртмӗлле.

Обычно он сам встречал ее и загонял во двор, сегодня это придется сделать отцу.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Савоськин боцман упӑтесемпе вӑхӑта ирттеретчӗ, Коломиец матрос слонсене ӑсатма килекен ҫынсемпе пӗрле пысӑк слонӗсене тутлӑрах ҫимӗҫсем ҫитеретчӗ, Шлыков механик вара удавсене килӗштерсе пӑрахнӑччӗ — вӗсене вӑл лайӑхрах ҫитерме тӑрӑшатчӗ, хӑй патне каютӑна та иле-иле кӗртетчӗ, Шипунпала Свист шӑнса ан пӑсӑлччӑр тесе, электричество лампи патӗнче ӑшӑтатчӗ.

Боцман Савоськин возился с обезьянами, матрос Коломиец вместе с вьетнамцами-сопровождающими угощал лакомствами больших слонов, а механик Шлыков был увлечён удавами — он и подкармливал их, и в каюту к себе приносил, и под электрической лампочкой грел, чтобы не замёрзли Шипун и Свист, не простудились.

Кама мӗн кӑмӑла каять // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Ачисене вӑл хӑех таканара шыва кӗртетчӗ, Хӑех вӗсене килти аптекӑпа сиплетчӗ, хӑех вӗсем валли ҫӗвӗ машинипе лифчиксем, панталонсемпе кӗпесем ҫӗлетчӗ.

Детей своих он сам купал в корытцах, сам лечил их домашней аптечкой и сам шил им на швейной машине лифчики, панталончики и рубашечки.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Яланах вӑл кӑшт чалӑштарсарах пӑхатчӗ, ӗлӗк ку ӑна килӗшетчӗ те, савӑнтаракан кӑмӑллӑ сӑнар кӗртетчӗ.

Она всегда немного косила, и прежде это даже шло к ней, придавало ей невольное, милое кокетство.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫи-пуҫӗ тирпейлӗччӗ унӑн, хӑй яштака кӑна, кулкаласа тӑнӑ чух, малта хутланса тӑран ҫӳҫ пайӑрки уйрӑмӑнах ӑна тӗлӗнмелле чипер сӑнар кӗртетчӗ.

Он был подтянутый, аккуратный, но на макушке торчал хохол, который удивительно шёл ему, особенно когда он улыбался.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нӗркеҫре Нина Мефодьевна Софронова кашнине билет татса парса кинона кӗртетчӗ, черет тӑраттӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней