Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗркуннене (тĕпĕ: кӗркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та Кузнецовсем кӗркуннене кӗтмесӗр ҫак йӑлана халӗ, Германие ҫӗнтернӗ ятпа ирттерме шутларӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Георгий Фёдоров уйрӑмах кӗркуннене юрататчӗ, ҫавӑнпа хуплашка ҫине шӑпах ҫут ҫанталӑкӑн ҫав вӑхӑтне кӑлартӑмӑр», – терӗ Галина Фёдорова.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Сарӑ ҫу кунӗсене те, йӗпе-сапаллӑ сулхӑн кӗркуннене те чирлӗ ҫын халачӗпе ирттерсе ячӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла, иртнӗ ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннене ҫитичченех машинсен выставки турӗ Горпо.

Помоги переводом

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Кӗркуннене кӗрсессӗн.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл ҫав самантрах, ҫуркуннепе кӗркуннене пӑхмасӑр, ҫурӑм хыҫӗнчен пӗчӗк кӗреҫипе ҫӗре чӳлмек пек асӑрханса касса кӑларатчӗ те, ӗҫ хыҫҫӑн ҫав калчана Пӑрмас масарӗ тавра кайса лартма васкатчӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кӗркуннене чӑх-чӗп шучӗ ҫирӗмрен иртет.

по осени с цыплятами доходит до двадцати голов…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ытла кӗркуннене кӑна ан хӑварччӑр ӗнтӗ, эп ав мӗн ҫинчен шутлатӑп.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла кӗтсе тӑр-сах кӗркуннене кӗрсе кайма пулать.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑт ҫитсен тавӑрать-ха куншӑн Сафа-Гирей, хӑҫан та пулин ҫак кӗркуннене лайӑх аса илтерет.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗркуннене кӗнӗ ҫав ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗркуннене кӗнӗ май ҫӗр вӑрӑмланнӑ, шухӑшласа выртмалӑх пур.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗркуннене пӑхмасӑрах хӗртсе пӑхакан хӗвел Мишӑна ыйхӑран вӑратрӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Кӗркуннене хирӗҫ революцие мая кӳретпӗр те, тупата-туршӑн киле, Нижний Чира, ыйтса каятӑп…

— К осени — наладим революцию, — ей-богу, отпрошусь домой, в Нижний Чир…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Апла-тӑк вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпех хӗллепе ҫуллана, ҫуркуннепе кӗркуннене пӑхмасӑр, кашни кунах чӑрсӑрланса ҫӳренӗ, ашкӑннӑ.

Это значит, что он баловался и проказничал весь год напролёт, не зная ни отдыха, ни срока, и зимой, и летом, и осенью, и весной.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗркуннене пӗтӗмӗшпех расхутларӑм, илмелли урӑх ҫук.

К осени все потратил, а получать уже нечего.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн сулахай кӗсъе тӗлӗнче чӗре пуррине тата вӑл самаях вӑйлӑ тапнине эпӗ хам ӗмӗрте иккӗмӗш хут туйса илетӗп пулас (пӗрремӗш хут эпӗ ӑна учительница кӗркуннене юлнӑ ачасен списокне вуласа панӑ чух сиснӗччӗ).

Я, кажется, второй раз в жизни почувствовал, что у меня, где-то под левым кармашком, есть сердце и что оно довольно-таки сильно колотится (первый раз я почувствовал это, когда учительница объявляла фамилии двоечников, получивших переэкзаменовку).

Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Яланах саламласа тӑнӑ эпир кунашкал хаваслӑ кӗркуннене.

Мы всегда приветствовали эту веселую осень.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кӗркуннене хирӗҫ вӗсем Белоруссири ял туризмӗн аталанӑвӗн опычӗпе паллашма палӑртнӑ.

А ближе к осени они намерены изучить опыт развития сельского туризма в Белоруссии.

Чӑваш Ене туристсене «Вӑтам Раҫҫей тайгипе» илӗртесшӗн // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Халӗ шыв унта кӗркуннене пӗтӗмпех типет, анчах вырӑнӗ тарӑн шӑтӑк, аякранах курӑнать.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней