Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Питӗ юрататӑп та, анчах пирӗн килте хамӑн вӗренмелли кӗнекесемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗнекесемсӗр темиҫе ҫул пурӑнсан та асра тытнилӗхӗпе тӗлӗнтерет: Байронӑн, Бернсӑн, Лонгфеллон, Теннисонӑн поэмисене пӑхмасӑр пӗтӗмпех каласа параять.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗрме вулавӑшӗнчи кӗнекесемсӗр пуҫне унпа калаҫакан урӑх ҫук, йӗрӗнтерекен ҫутӑ камера пушӑлӑхӗнче этем куҫӗсене питех те кирли мӗн те пулин ытлашши нимӗн те тупаймастӑн, ҫакна пула Давенант ӑсри сӑнарлава куҫать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл «Семейная хроника», «Детские годы Багрова-внука» ятлӑ пысӑк кӗнекесемсӗр пуҫне «Кӗрен чечек» юмах ҫырнӑ.
«Кӗрен чечек» ҫинчен хунӑ юмах пирки // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 3–4 с.
Кӗнекесемсӗр тӑратса хӑварнӑскер, эпӗ лӳппер, кахал пулса карӑм, мана ӗлӗк эпӗ пӗлмен, чирлӗ чухнехи пек, манӑҫлӑх ҫӗнтерсе илме пуҫларӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Алёнка кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек тӑрать: кӗнекесемсӗр мӗнле пурӑнӗ вӑл халь?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку чухне кӗнекесемсӗр пурӑнма ҫук.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1