Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав юлнӑ кӗмӗлрен Лукарье валли чи чаплӑ хушпу-тухья туса панӑччӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл Укаслӑва ҫутӑ кӗмӗлрен тунӑ катемпи пекех туйӑнчӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Сехечӗ кӗмӗлрен, хам курнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мана тирек ҫулҫи, е, кунти пек каласан, шур ҫулҫӑсем, кӗмӗлрен ытларах алюмини тӗсне килеҫҫӗ теме тивет.Мне приходится признаться, что листья тополя напоминают больше алюминий, чем серебро.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ромашов сасартӑк ун хӑлхинче кӗмӗлрен хӗреспе ҫурма уйӑх евӗр тунӑ алка пуррине асӑрхарӗ те: «Ку алкана эпӗ халиччен курманччӗ-ха», — шутларӗ ӑшӗнче.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эх, тӑван ялӑм, Раккасси, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те самай улшӑннӑ. Тен, ытла тунсӑхланӑран вӑл тата илемлӗрех курӑнать. Ҫук, тунсӑхланӑран кӑна мар, эсӗ чӑнах та маншӑн кӗмӗлрен те, ылтӑнран та хаклӑрах», — шухӑшласа пычӗ Валентин.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енчӗкрен ылтӑн тӑкаҫҫӗ, кӗмӗле тарасапа виҫеҫҫӗ, кӗмӗлрен турӑ ӑсталаса патӑр тесе, кӗмӗлҫӗне тара тытаҫҫӗ; вара ҫавӑ турра пуҫҫапаҫҫӗ, ун умӗнче ҫӗре ӳкеҫҫӗ; 7. ӑна хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартаҫҫӗ; вӑл тӑрать, вырӑнӗнчен хускалмасть; кӑшкӑрсах чӗнеҫҫӗ ӑна — вӑл чӗнмест, инкекрен ҫӑлаймасть.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӗмӗле кӗмӗлрен ытла ан хакла; вӑл ывӑлӑмӑр ҫумӗнче ҫӳпӗ вырӑнне анчах пултӑр!19. Не предпочитай серебра серебру; пусть оно будет, как сор, в сравнении с сыном нашим!
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ; 19. ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Картишӗн пур енчи каррисене те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, 17. юписен тӗпӗсене — пӑхӑртан, юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ; вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, картиш юписене пурне те кӗмӗл хытаркӑчсемпе ҫыхӑнтарнӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анӑҫ енче — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли вунӑ юпа, вӗсене лартма вунӑ тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫурҫӗр енче — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑсем; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан картиш тунӑ: кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, тӑршшӗ ҫӗр чике пулнӑ; 10. вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп тунӑ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Картиш тавра лартнӑ юпасене пурне те кӗмӗл хытаркӑчпа сыпӑнтармалла; вӗсен ҫекӗлӗсене — кӗмӗлрен, тӗпӗсене пӑхӑртан тумалла.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Отрасле яракан пӗтӗм кӗмӗлрен 2 млрд тенкӗ пурӑнмалли вырӑн тума кайӗ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1