Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӗменнисем (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑваш Автономиллӗ Советлӑ Социализмлӑ Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи ӗҫҫыннисен депутачӗсен Совечӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн (1944 ҫулхи апрелӗн 18-мӗшӗ) уйӑру-йышӑну актӗнче (Чӑваш патшалӑх архивӗн 807-мӗш фончӗ, 23-мӗш опиҫӗ, 245-мӗш ӗҫӗ) палӑртнӑ тарӑх, Санькассинче ҫав ҫул 82 хуҫалӑх пулнӑ, вӗсенчен 20 хуҫалӑх — колхоза кӗменнисем.
Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Колхоза кӗменнисем, вӑкӑрӗсене пусса пӗтерсен, мӗнпе акӑпӑр-ха вара?А на чем будем сеять, ежели не вступившие в колхоз быков перережут?
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
1. Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1