Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗлтурӗ (тĕпĕ: кӗлту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑла лӑплантарса ҫывӑртсам», — пит-куҫне куҫҫулӗпе ҫуса кӗлтурӗ Кӗтерук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче яланхи пекех кӗлтурӗ те, черкке ҫине виҫӗ хутчен вӗрсен, теппипех ӗҫсе ячӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫапла кӗлтурӗ:

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Питне-куҫне ҫурӗ, кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, вара хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса кӗлтурӗ те Науҫҫа урамне таврӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аса илсе пӳрте чупса кӗчӗ, ҫывӑракан хӗрне тытрӗ те унпа картишне чупса тухрӗ, салтӑнтарса кӗлтурӗ:

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Пӳлӗхҫӗ, ун пек инкек тек ан кӑтартах!» — кӗлтурӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ҫакна ӑнланчӗ, аллисене тӳпенелле ҫӗхклесе, тем-тем сӑмах каласа, ҫын илтмелле мар кӗлтурӗ те хӗре майӗпен каларӗ:

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман тупӑкӑм ҫине тӑпра пӑрахма та пулин илсе ҫитерӗр, — кӗлтурӗ вӑл.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек йывӑр ҫухату ан кӳр ӳлӗмрен пӗрре те! — кӗлтурӗ Укаслу.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эй, аслӑ Пӳлӗхҫӗ, пулӑш пире, вилме ан пар!» — вӗҫӗмсӗр кӗлтурӗ вӑл ун суранне сиплӗ курӑк хурса ҫыхнӑ май.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кӗлтурӗ те юпа кутӗнчи ҫерем ҫине канма ларчӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пулӑш мана, ырӑ Киремет!.. — кӗлтурӗ хӗр, унӑн сӑссине илтмесӗр.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр Киремет картине кӗчӗ те чарӑнса тӑрса кӗлтурӗ:

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки минутченех вӑл чиесем ҫурӑличчен те пулин пурӑнасчӗ тесе турра кӗлтурӗ.

До последней минуты он все молил бога продлить его дни, хотя бы до тех пор, когда расцветет вишня.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чунӗ турра мухтаса кӗлтурӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл ӗҫсене туса пӗтерсенех ҫветтуйсене хуҫа арӑмне ӑҫта та пулин илсе кайма йӑлӑнса кӗлтурӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа кашни уполномоченнӑех хӑйне тухтӑрччӗ тесе кӗлтурӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна, Лукарье юсавне те курмасӑр, юнашар тӑракан хӗрарӑмсем калаҫнине те илтмесӗр, мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗпе турӑ ҫинчен шухӑшласа кӗлтурӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫӑвӑнчӗ, хӗвелтухӑҫ еннелле пӑхса кӗлтурӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан вӑл, аттене асӑнса, икерчӗ кӑшт татса илчӗ те ҫырмана пӑрахрӗ, вара асаттепе асаннене, вилнӗ ачисене асӑнчӗ, вӗсен ячӗпе те икерчӗ таткаларӗ, кӗлтурӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней