Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ вара унӑн ури умне ӳкӗп те ҫапла калӑп: «Эпӗ саншӑн ҫӳлти турра кӗлтурӑм, халӗ, акӑ, аранах сана кӗтсе илтӗм!» — тейӗп.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ сире кӗлтурӑм, Эпӗ сире йӑлӑнтӑм, Вӗҫне ҫите пуҫласан Йӑваланса макӑртӑм.
Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Эпӗ те вӗсен ушкӑнӗнчи ҫын, анчах эпӗ, вӑрӑ-хурах ӗҫне пӑрахса, тӳрӗ чунлӑ ҫын пулатӑп тесе турӑ умӗнче кӗлтурӑм, — ҫавӑнпа эпӗ вӗсен вӑрттӑн усал шухӑшне сире пӗлтеретӗп.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йӗпписене ыйтса виҫ-тӑват хут кӗлтурӑм, анчах усси пулмарӗ.Раза три или четыре я пробовал вымолить себе и крючки, но ничего почему-то не вышло.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Турра кӗлтурӑм та эпӗ, турӑ мана мӗн тумаллине кӑтартрӗ…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫапла эпӗ, атьсем, ҫыврас умӗн тесе, турра кӗлтурӑм та картишӗнче ҫӳрекелесе пӑхрӑм.Так вот, братцы, помолился я богу, чтоб, значит, спать, и пошел походить по двору.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
30. Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те 31. каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 32. Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ; 32. анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ каллех куҫҫулӗ юхтарса кӗлтурӑм, ҫавӑн пекех ҫичӗ кун типӗ тытрӑм — хама хушнӑ виҫӗ эрнене вырӑна килтерес терӗм.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра тархасларӑм; типӗ тытса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хама кӗлпе сапса кӗлтурӑм.3. И обратил я лице мое к Господу Богу с молитвою и молением, в посте и вретище и пепле.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫӗр ҫинчен Ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, вилӗмрен ҫӑлтӑрччӗ тесе тархасларӑм: 14. мӑнаҫлӑ ҫынсем тапӑннӑ чухне пулӑшу ҫуккине курса, хӗн-асаплӑ кунсенче мана ан пӑрахсамччӗ тесе Ҫӳлхуҫана, Ҫӳлхуҫамӑн Ашшӗне тархасларӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑслӑлӑха Турӑ памасӑр илме ҫуккине пӗлсессӗн, — вӑл кам парнийӗ пулнине ӑсӑм-тӑнӑм пӗлчӗ ӗнтӗ, — эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм, Ӑна кӗлтурӑм, пӗтӗм чӗремрен ҫапла каларӑм:
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа кӗлтурӑм та эпӗ — Турӑ мана ӑстӑн пачӗ; тархасларӑм та — ман ҫине ӑслӑлӑх сывлӑшӗ анчӗ.7. Посему я молился, и дарован мне разум; я взывал, и сошел на меня дух премудрости.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Сана пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм: Хӑвӑн сӑмахушӑн хӗрхенсем мана.58. Молился я Тебе всем сердцем: помилуй меня по слову Твоему.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм, чунтан хуйхӑрса, акӑ ҫапла каласа кӗлтурӑм: 2. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ тӳрӗ, Санӑн ӗҫӳсем, Санӑн ҫулусем пурте — ырӑлӑх та чӑнлӑх, Эсӗ ӗмӗрех тӗрӗс те тӳрӗ сутупа сут тӑватӑн!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫӳлти Турра кӗлтурӑм та 5. патшана каларӑм: патшашӑн кӑмӑллӑ пулсассӑн, санӑн умӑнта чуру ырӑлӑх тупрӗ пулсассӑн, мана Иудейӑна — аттемсен тупӑкӗсен хулине — ярсамччӗ, эпӗ ӑна юсаса тирпее кӗртем, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, 5. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ!
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та 26. каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп; 27. эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; 28. эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ; 26. Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем; 27. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам, 28. пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2