Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нуби чиркӗвӗ Каира пӑхӑнса тӑнӑ пулин те, копт чӗлхи турра кӗлтумалли тӗп чӗлхи пулса тӑман.Хотя нубийская церковь подчинялась Каиру, коптский язык не стал её главным богослужебным языком.
Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8
Ҫак хушӑрах, унӑн изобретенийӗ пулӑшнипе, ниме вӗренмен ӑссӑр ҫын та, укҫапа вӑй сахал пӗтернипех философи, политика, математика, поэзи, законсене вӗрентни тата турра кӗлтумалли ҫинчен кӗнекесем ҫырма пултарать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӗҫсене пӗтерсен, хура кураксем йӑран ҫине ларнӑ пек, стойка ҫумне ларатчӗҫ, кулаҫпа та сахӑрпа чей ӗҫетчӗҫ, никониансен чиркӗвӗ хӗсӗрлени ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартатчӗҫ: унта — ухтарса хӑтланнӑ, турра кӗлтумалли кӗнекесене пуҫтарса илнӗ; кунта — полици кӗлтумалли ҫурта хупнӑ та унӑн хуҫисене 103-мӗш статья тӑрӑх суда панӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тротуар тӑрӑх хӗрлӗ атӑпа пыраҫҫӗ, кӗлтумалли пӗчӗк кӗнекесене кӑкӑрӗсем ҫумне чӑмӑртаҫҫӗ тата ман ҫине тутӑрӗсем айӗнчен пӑхаҫҫӗ!..
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Артур кӗлтумалли пӳлӗме кӗрсе, пӑталанӑ Христос сӑнӗ умне чӗркуҫленчӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Артур кӗлтумалли пӳлӗме кӗчӗ те пӑталанӑ Христос сӑнӗ умне чӗркуҫленсе тӑчӗ, унтан хӑйӗн пӗтӗм кӑмӑлӗпе турӑ ҫинчен шухӑшласа, ӑна кӗлтума хатӗрленме пуҫларӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унта ӗлӗк амӑшӗ пурӑннӑ, чӳречене хирӗҫ пӗчӗкҫӗ пӳлӗм пек тунӑ ҫӗрте, амӑшӗн вӑрах вӑхӑт чирлӗ выртнӑ вӑхӑтра турра кӗлтумалли вырӑн пур.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл ман ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те, халӑхӑн тӳсме кирли ҫинчен, турӑ тӳсӗм валли вӑй патӑр тесе кӗлтумалли ҫинчен калама тытӑнчӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Тӑшман ҫине тапӑннӑ чух кӗлтумалли кӗлӗ — пирӗн вӑхӑтченех пулнӑ вӑл.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑн пекех тата уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем те пур (ыйткалакан кӗлли, мунча кӗлли, сурӑх каснӑ чухне кӗлтумалли т.ыт.те).
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
22. Эпӗ хулара Турра кӗлтумалли вырӑн, чиркӳ, курмарӑм: унӑн чиркӗвӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек.22. Храма же я не видел в нем, ибо Господь Бог Вседержитель - храм его, и Агнец.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малтанхи халалӑн та Турра кӗлтумалли йӗрки пулнӑ, ҫӗр ҫинчи кӗлӗ ҫурчӗ пулнӑ.1. И первый завет имел постановление о Богослужении и святилище земное:
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫапла вӗсем пухӑнса Иерусалима хирӗҫ ларакан Массифа хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн израильсен кӗлтумалли вырӑнӗ унччен Массифӑра пулнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпир патша сӑмахне итлемӗпӗр, Туррӑмӑра кӗлтумалли йӗркерен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр, тенӗ.22. Не послушаем мы слов царя, чтобы отступить нам от нашего богослужения вправо или влево.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ, 14. Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Соломон тата пухӑннӑ пӗтӗм халӑх Гаваонри сӑрт тӳпемне тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн унта пӗрле пухӑнса Турра кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ, Ҫӳлхуҫа чури Моисей пушхирте тунӑскер, пулнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Силома пухӑннӑ та унта пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫавӑнти ҫӗр ӗнтӗ вӗсен аллинче пулнӑ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1