Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗллинче те ав мӗн каланӑ: «Пирӗн кӗллӗмӗре илт, турӑ, эпир кӗнекеллӗ ҫынсем мар. Пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, ҫырлах!» тенӗ.Вон и в молитвах-то он говорит: «Услышь нашу молитву, пюлехсе, прости нас, грешных…»
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1