Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрма (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан канӑр! — тесе кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ вӑл, хӑлаҫланса, каялла кайса ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑлсӑр хӑварӑп! — тесе кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ вӑл, ун ҫинелле тата иккӗн сиксе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ҫырма пӑрахсан е кӑшкӑрма шутласан, ҫавӑнтах карланкине касса татӑр! —

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков тата мӗн те пулин калама е кӑшкӑрма ӗлкӗриччен — ҫӑварне хӑй карттуснех тӗркелесе чикрӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, Якур ҫенӗкрен сирпӗнсе тухрӗ те каллех хаяр сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те ним тума аптранипе кӑравул кӑшкӑрма шут тытрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӑмахӗсене илтсе ларакансем, паҫӑр вӑл мӗншӗн хирӗҫ тытмасӑр тӗлӗнтернине ӑнланса илсен, хура маскӑна тустарса кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ:

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан алхас! — юриех хыттӑн кӑшкӑрма тӑрӑшать Вӗҫелис.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑнасем «йӳҫӗ!», «йӳҫӗ!» тесе кӑшкӑрма пуҫлаҫҫӗ ҫеҫ, пӳлӗме Борис Кузьмич пырса кӗрет.

Помоги переводом

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Хӗлимун ун айӗнче сӑмсана лапчӑтса выртать, кӑшкӑрма тытӑнать: «Хурах! Хурах!»

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Арӑму умӗнче кӑшкӑрма пултаратӑн.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫар комиссариатӗнчен? — персе ячӗ вӑл юлашкинчен Елинкаран тин илтнӗ сӑмаха, сивӗ те ютскере, унтан чӗнмесӗр тӑчӗ те кӑшкӑрма пуҫларӗ:

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Канал ҫинче пысӑк пароходсем кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ.

Загудели на канале крупные пароходы.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ кӑшкӑрма тытӑнтӑм, анчах та ҫил ман сассӑма хам пыра каялла тӗксе кӗртнӗ пек пулчӗ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пек чух вара «ТТ» туртса кӑларма, шофер чарӑнмасан кустӑрма покрышкине персе шӑтарассипе хӑратса кӑшкӑрма тивнӗ…

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Каҫарӑр мана, эп пӗлмен, пӗлмен! — тесе кӑшкӑрасшӑн пулчӗ Завьялов, анчах кӑшкӑрма пултараймарӗ.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак ҫынна кӑшкӑрма, вӑрҫма чӗлхи епле вылянать-ха Курак маткин?

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта кӑшкӑрма мана никам та чарма пултараймасть.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эп кунта-а! — кӑшкӑрма хӑтланчӗ Кирле.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арҫын кӗтмен «хӑнана» хӑратас тесе автомобиль ӑшӗнчен сигнал пама тата кӑшкӑрма пуҫланӑ.

Помоги переводом

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней