Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӑтарттӑрччӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана урари шӑйрӑк асап ан кӑтарттӑрччӗ кӑна, эсремет!»
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— И-и-и, аре, мӗн капла пушӑлла хантӑртаттарсаларатпӑр-ха эпир, ҫӑвару ӑшчикки те паҫӑрах типсе ҫитрӗ пуль, чим-ха, чим, сӑра ӑсса килем, — Хвеччис, шӑй-шайпа шарт сиксе, темрен тем сиксе ан тухтӑр тесе (ӳсӗр йыш мӗн хӑтланасса пӗлес ҫук, Виталин те картран иртсен ним латти ҫук, кӗҫӗр хӑть Дина умӗнче на-мӑс ан кӑтарттӑрччӗ), тӗпеле ывӑлӗ патне йӑкӑртатрӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1