Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗҫ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ҫак каччӑпа пыракан хӗрпе кӑна пӗр-икӗ сӑмах шӳтлекелесе илтӗмӗр, — кӑтартрӗҫ вӗсем пичче ҫине.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана, хам ӑссӑр пулнӑшӑн, ҫителӗклех терт кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнер кӑна сана телевизорпа кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

«Вӑн ҫӳлте анасласа ларать», — тесе ман ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Автобус сине ларнӑ чухне Татьянӑпа каччӑ контролера ӳкӗте кӗртме пултарчӗҫ: амӑшне больницӑна илсе каймалла, районтан панӑ направление кӑтартрӗҫ, тепӗр билет шофертан туянма пулчӗҫ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Нумаях та пулмасть пӗр палестина ялне кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрсем Якура хӑйсем илнӗ таварсене кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр тӑван Тимофеевсем (Лена, Надя, Петр тата вӗсен ачисем), Иван Федоров, Николайпа Оксана Федоровсем, Сергей Каменщиков, Данил Иванов, Андрей Григорьев тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ, укҫа-тенкӗ енчен те пысӑк пулӑшу пачӗҫ.

Помоги переводом

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Олег Николаева заводӑн цехӗсене кӗртсе кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Сӑмахран, чӑвашсен музыкӑпа драмӑ театрӗн сцени ҫинче лартнӑ виҫӗ оперӑра та халӑх хорӗнчи ик ҫӗре яхӑн ҫамрӑк хӑйсен пултарулӑхне лайӑх кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадетсем «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ» театрализациленӗ постановка кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

— Кунта мар, ав, лерен, — эпир тин ҫеҫ килнӗ кӗтеселле кӑтартрӗҫ пире.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Каҫхине культура ҫуртӗнче кино кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— Туруновсем мана ӗмӗр тӑршшӗпе вӗчӗллӗ ҫӳремелӗх мӑшкӑл кӑтартрӗҫ, — кӗтмен ҫӗртен тӗксӗмленсе, кичеммӗн каласа хучӗ йӗкӗт.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрачасемпе арҫын ачасем «Малалла пӑхатпӑр, иртнине ас тӑватпӑр» ача-пӑча форумне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Ҫут ҫанталӑкра ҫамрӑксем турист маршрутне парӑнтарчӗҫ, ҫӑмӑл атлетика кросӗ чупрӗҫ, пневматика винтовкинчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ тата тӗрлӗрен пултарулӑх конкурсӗнче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

Унтан республика Пуҫлӑхӗ хуҫалӑх утарӗнче пулчӗ, хурт-хӑмӑр ӑстисем Олег Алексеевича пыл отраслӗн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Пӗрисем халӑх тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен юмахӗсене кӑтартрӗҫ, теприсем ҫынсен хушшинчи кӑткӑс хутшӑнусен темине хускатрӗҫ.

Помоги переводом

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

Мария Русина, Екатерина, Елена хӗрӗсемпе 1945-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗнче пуҫне хунӑ аслашшӗн пиччӗшӗ, мӑшӑрӗн телефонистка пулнӑ асламӑшӗ тата флотра тӑнӑ аслашшӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Пӗр кун каҫхине клубра кино кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней