Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмла ҫирӗп, тӳрӗ сӑн-питӗнче пӗркеленнӗ куҫ харшисем сивлек, иккӗленӳсӗр шанӑҫлӑха палӑртаҫҫӗ, яштак урин тӳсӗмсӗррӗн тӑсӑлнӑ вӗҫӗ ӑсӗнче вӑл темӗн шухӑшланине кӑтартнӑн туйӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусем хыҫне анса ларакан хӗвел хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ хитре пайӑркисене шурӑ пӗлӗтсем ӑшнелле сапалать, ҫав пайӑркасем те, ҫутҫанталӑкӑн пысӑк стрелкисем пек курӑнса, пирӗн боецсене малалла ҫул кӑтартнӑн туйӑнчӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Йӑлтах куҫ илеймесӗр сӑнарӑм; ҫав сассӑр ҫиҫӗм ҫутисем ман ӑшӑмра пулса иртекен сассӑр та вӑрттӑн туйӑмсене кӑтартнӑн туйӑнчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫак ҫынсенни пек мар тарӑн та вӑйлӑ йӗрсем, бронза тӗслӗ пичӗ, ҫав тери ҫара куҫхаршисем, чӑтма ҫук хӑрушӑ куҫсем, унӑн пӗрӗмлӗ, ытла та шалпар, Азире тӑхӑнакан тумтир пек тумӗ, — пурте унӑн вӑйӗ ытти ҫынсен вӑйӗ пек кӑна маррине кӑтартнӑн туйӑннӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Анчах Володьӑна час-часах урокра ларнӑ чух ку чӑн-чӑн вӗренӳ мар, вӗреннӗ пек туса кӑтартнӑн ҫеҫ туйӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав тери пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ача, халӗ ҫеҫ пуҫ тӗлӗнче ҫӳхе планкӑсенчен те хутран тунӑ илемлӗ вӗҫен кайӑк евӗрлӗ теттене тытнӑскер, пурин куҫ умӗнчех темӗнле ӑнланмалла мар фокус туса кӑтартнӑн туйӑнчӗ: малтанах модель ҫухалнӑ пек, Володя ӑна юри кӑларса янӑ пек тунӑн туйӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл аран пӑркаланать, кашни хускану ӑна хисепсӗр асап кӑтартнӑн туйӑнать.Он двигался так, как будто каждое движение доставляло ему сильнейшую боль.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1