Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӑтартакансене (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех чи маттуррисене, ыркӑмӑллӑх акцийӗсемпе мероприятийӗсенче социаллӑ яваплӑх кӑтартакансене, вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн Хисеп грамотипе тата Тавӗпе палӑртнӑ.
Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat
Ҫавна кура чӑваш та, ытти халӑхсем пекех, хӑйне мӑшкӑл кӑтартакансене, пусмӑрлакансене хирӗҫ кӗрешнӗ, вырӑс халӑхӗ ертсе пынипе восстанисем тунӑ.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
Эпӗ ӑна хӗн кӑтартакансене пурне те хӑваласа ятӑм та, слонпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.Я прогнал всех его мучителей и мы остались со слоном наедине.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Е ман куҫ умӗнче шпалерӑн тем вӑрӑмӑш та пит йӑлтӑркка тӑрӑхӗсем ухмахлантарса ярас пекех хӑвӑрттӑн мӗлтлетеҫҫӗ, эпӗ вара вӗсем ҫинче тӗрӗ вырӑнне этем кӗлеткисен ярӑмне — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хитре, ырӑ та кулаканскерсене, вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӑн-питне пӗркелентерсе илемсӗрлетекенскерсене, чӗлхисене тӑса-тӑса кӑтартакансене, шӑлӗсене йӗрнисемпе тем пысӑкӑш куҫ шуррисене ҫавӑркалаканскерсене — тӗлӗнсе каймалла уҫӑмлӑн куратӑп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ярмӑрккасенче камит кӑтартакансене, куҫса ҫӳрекен актерсене хӗсӗрленӗ, хӑваласа янӑ.
Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Страницы:
- 1