Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑрккисем (тĕпĕ: кӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫенхирте хир кӑрккисем (дрофасем), тӑрисем, ҫеҫенхирти ӑмӑрт-кайӑксем юлаҫҫӗ.

В степи остаются дрофы, жаворонки, степные орлы.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Ҫавсемех мар пуль те, кусем те хир кӑрккисем, — тет Хветюк ашшӗ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫырма леш енчи ыраш пуссине хир кӑрккисем йышлӑн килсе тапӑнчӗҫ те, Ахтупайпа Северьян хӑйсем те сунара ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ешӗл ҫӗлӗкӗсем кӑтра вӗсен, йӑрӑм-йӑрӑм, ука ярапа аннӑ пек, сарӑ кӑрккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, Ҫамрӑк чӑрӑшсем ешӗл тухъя тӑхӑннӑ евӗр илемлӗ.

Только сосновые шляпы зелены и кудрявы, и на них золотятся, будто расшитые позументом, крупные шишки, А молодые ели, кажется, оделись в зеленые тухьи…

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ытларах вӗтӗ хир кӑрккисем.

Чаще всего — стрепеты.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Шыв кӑрккисем тарса пытанчӗҫ, анчах вӗсем панӑ хаваслӑх ман чӗрере юлчӗ.

Они скрылись, а радость со мной осталась; та радость, которую они мне дали.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Шыв кӑрккисем иккӗшӗ те юнашар ишсе пыраҫҫӗ.

А они плывут рядом, плечо к плечу.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Вӗсем кӑвакалсем мар: шыв кӑрккисем!

Да совсем и не утки: поганки!

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Кунта шыв кӑрккисем ҫӗр каҫма пуҫтарӑнчӗҫ.

На ночь сюда собирались утки.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Пур ҫӗрте те акӑш-макӑш хаваслӑн ешерет ҫамрӑк курӑк, ун хӗрринчи кӑвак тӳпере темӗн чухлӗ тӑри вӗлтӗртетсе чӳхенет, тулӑх курӑк ҫинче инҫе ҫула тухнӑ хуркайӑксем апат ҫисе ҫӳреҫҫӗ, ҫу каҫма килсе тӗпленнӗ ҫеҫенхир кӑрккисем йӑва ҫавӑраҫҫӗ.

Кругом весело зеленеет молодая трава, трепещут над нею в голубом небе бесчисленные жаворонки, пасутся на кормовитой зеленке пролетные гуси и вьют гнезда осевшие на лето стрепета.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑртсем ҫинче, ҫул хӗрринчи тӑвайкки тӑрринче, ҫеҫенхир кӑрккисем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

На буграх, на вершинных гребнях сбоку от дороги взлетывали самцы-стрепеты.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тата май уйӑхӗнче кунта, часавай ҫывӑхӗнче, ҫеҫен хир кӑрккисем ҫапӑҫрӗҫ, кӑвак армути ҫулҫисене тӑрмаларӗҫ, ашкӑрса ӳсекен шурутӑн ешӗл хунавӗсене лутӑркаса ватрӗҫ: амӑшӗн, пурнӑҫ пуласлӑхӗшӗн, юратушӑн, йӑх ӗрчетесшӗн ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.

И еще — в мае бились возле часовни стрепета, выбили в голубом полынке точок, примяли возле зеленый разлив зреющего пырея: бились за самку, за право на жизнь, на любовь, на размножение.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Евгений Николаевич тӑрӑшнипе Григорий лагере каяссинчен хӑтӑлса юлчӗ те, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлет, хутран-ситрен ватӑ панпала станцие кайса килет, ытти вӑхӑтсенче вӗсем, панпа иккӗшӗ, хир чӑххисем тытма сунара ҫӳреҫҫӗ е тата Григорий пӗчченех наганпа персе хир кӑрккисем тытма кайкалать.

Григорий, избавившись от лагерного сбора по ходатайству Евгения Николаевича, работал на покосе, изредка возил старого пана в станицу, остальное время ходил с ним на охоту за стрепетами или ездил с нагоном на дудаков.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун чухне пурте чӗрӗлет: ҫеҫенхир хӗрелет, кӑвакарать тата ҫеҫкесемпе йӑлтӑртатма тытӑнать; путенесем, хир кӑрккисем, чайкӑсем, шӑрчӑксем, пин-пин чӗрчун сӑрлани, кӑшкӑрашни, унтан сасартӑк ятарласа ӗнернӗ пек харӑссӑн юрлани илтӗнет; ҫаксем пурте ку вӑхӑтра пӗр минута та шӑпланмаҫҫӗ.

Как тогда оживлено все: степь краснеет, синеет и горит цветами; перепелы, дрофы, чайки, кузнечики, тысячи насекомых, и от них свист, жужжание, треск, крик и вдруг стройный хор; и все не молчит ни на минуту.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней