Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑркки (тĕпĕ: кӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хир кӑркки — шултра кайӑк, мӑнтӑртараххи ҫур пӑт ытла туртать, нимле сунарҫӑ та уншӑн ыраш пусси тӑрӑх пӑчӑхса ҫӳреме ӳркенсе тӑрас ҫук.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кӑркки кӑна, ҫиленсе ҫӳрекенни, кӑшкӑрмарӗ.

Только тот, который фыкал, не кричал.

Кӑрккасем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр кӑркки темшӗн ҫиленчӗ.

Один индюк стал сердиться.

Кӑрккасем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сирӗншӗн, мустанг тытакансемшӗн, лаша кирлех ӗнтӗ, анчах упа, пӑлан е хир кӑркки аҫине тытма каятӑр пулсан, лашапа эсир вӗсене хӑратса, тартса пӗтерме ҫеҫ пултаратӑр.

Конечно, для вас, охотника за мустангами, лошадь необходима, но ежели вы охотитесь за медведем, оленем или диким индюком, то на лошади вы только их распугаете.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пӗр тӗле ҫитсен, лаша шартах сиксе аяккалла пӑрӑнчӗ, тем пысӑкӑш кайӑк — ку шултра хир кӑркки пулчӗ ӗнтӗ — малалла чупса кайрӗ-кайрӗ те, чалӑш сарлакӑш ҫуначӗсене сарса, ҫӗртен йывӑррӑн уйрӑлчӗ, тухакан хӗвеле хирӗҫ тӳп-турӗ вӗҫсе кайрӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл ҫил вӗҫтерсе пыракан ҫулам пек курӑнать.

В одном месте лошадь шарахнулась в сторону, огромная птица — то был дудак — побежала впереди, раскинув саженные крылья, тяжело оторвалась от земли и полетела прямо на восходящее солнце, и теперь уже была похожа на кусок пламени, сорвавшийся откуда-то и гонимый ветром.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пӗр сӑмахпа каласан шыв кӑркки ҫиме юрӑхлӑ кайӑк мар.

Одним словом, поганки — не дичь.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Гетман шляхӗ ҫывӑхӗнчерехре лашасен ури айӗнченех тенӗ пек ҫеҫенхир кӑркки ҫурта пек тӳррӗн тӳпенелле вирхӗнсе хӑпарчӗ.

Неподалеку от Гетманского шляха из-под ног лошадей свечою взвился стрепет.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр хутчен ҫеҫ ҫул урлӑ сӑрӑ мӗлке шуса каҫрӗ те, Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхичченех пысӑк ҫунатсем йывӑррӑн авӑснӑ сасса илтрӗ: кӗл пек кӑвак тӗслӗ ҫеҫенхир кӑркки, ҫунатсен айӗнчи тӗкне хӗвел ҫутинче шуррӑн йӑлкӑштарса, хӑмӑр кӑваккӑн курӑнса выртакан тӗтреллӗ инҫетелле вӗҫсе кайрӗ, хӗвел ҫути ӳкмен тарӑн вар патӗнчи куринке ҫывӑхне анса ларчӗ.

И только раз серая тень скользнула через дорогу, и, еще не поднимая головы, Григорий услышал тяжкий мах больших крыльев: пепельно-сизый, блистающий на солнце белым подбоем оперенья, пролетел дудак и сел возле дальнего кургана, там, где не освещенная солнцем падина сливалась с сумеречно-лиловой далью.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫунатсем ҫинчи юр пек ҫиҫсе ҫуталакан тӗкӗсем ҫӗр ҫумӗнчех, тӗрлӗ курӑксен симӗс ытамӗнче, юлашки хут шурӑ ҫиҫӗмлӗ йӑлтлатса илчӗҫ те сӳннӗ пек пулчӗҫ: хир кӑркки курӑк хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Возле самой земли, на зеленом фоне разнотравья в последний раз белой молнией вспыхивало кипенно-горючее оперенье крыльев и гасло: стрепет исчезал, поглощенный травой.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗрре ҫапла, ут кӗтӗвӗ хыҫӗнчен пынӑ чухне, Мишка серепене лекнӗ ҫеҫенхир кӑркки ҫине пырса тухрӗ.

Как-то, следуя за косяком, напал Мишка на пойманного в силок стрепета.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ура айӗнчен хир кӑркки пӑрӑлтатса вӗҫсе хӑпарчӗ, унтан, хӗвел ҫинче шурӑ тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, тип вар ҫийӗпе ярӑнса кайрӗ.

Из-под ног взвился стрепет, потянул над балкой, искрясь на солнце белым пером.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Распутинпа патша хурӑнташӗ-таврашӗсем ҫинчен столицӑра кӑларнӑ сас-хура январь уйӑхӗнчех-ха хуторсемпе станицӑсем тӑрӑх шӑвӑнса ҫӳретчӗ; март пуҫламӑшӗнче вара Сергей Платонович патша самодержавине сирпӗтсе антарни ҫинчен илтрӗ те, тетеле ҫакланнӑ ҫеҫен хир кӑркки пек, анкӑ-минкӗллӗн анӑраса кайрӗ.

В январе еще блуждали по хуторам и станицам отголоски столичных разговоров о Распутине и царской фамилии, а в начале марта, как стрепета сетью, накрыла Сергея Платоновича весть о низвержении самодержавия.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хир кӑркки — есаул, Кӑвакарчӑн — уралец, Улатпа — атаманец, Шӑнкӑрчсем — калмӑксем, Кӑйкӑр кайӑк — линеец, Чанасем — чикансем, Ӑсан кайӑк — пехота, Чакаксем — улпутсем, Кӑвакал — молдаванка…

Вот и лунь — есаул, И витютени — уральцы, А голуби — атаманцы, Клиндухи — линейны, Скворцы — калмыки, Галки — цыганки, Сороки — дворянки, Сера уточка — пехота, А казарки — молдаванки…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пан вӑхӑта сунарта ҫӳресе ирттерет, вӗсем Никитинпа иккӗшӗ хир кӑркки тытма каяҫҫӗ, хутран-ситрен вӗшлесемпе тухса пӗтӗм таврана айӑн-ҫийӗн тустараҫҫӗ.

Пан время коротал на охоте, с Никитичем заезжали на дудаков и изредка баламутили округу охотой с борзыми.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ӗнентерсех калатӑп, пӗр кӑркки ҫинчи ҫу ҫакӑн пек вунӑ кӑрккаринчен ытларах пулать.

Я вас уверяю, что жиру в одной больше, чем в десятке таких, как эти.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сысна, йытӑ, качака таки, хир кӑркки, лаша сӑн-питлисем тутисене тӑснӑ та пурте асаттене чуптӑвасшӑн.

Свиные, собачьи, козлиные, дрофиные, лошадиные рыла — все повытягивались и вот так и лезут целоваться.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пурте хир кӑркки патне пычӗҫ, ӑна пӑхкалама тытӑнчӗҫ.

Все подошли к дрохве и стали осматривать ее.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Палламан ҫын вут умне аллинчи япалине хучӗ те — ку вӑл хир кӑркки пулчӗ — ҫынсене тепӗр хут сывлӑх сунчӗ.

Незнакомец положил около костра то, что держал в руках — это была убитая дрохва, — и еще раз поздоровался.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней