Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑркка сăмах пирĕн базăра пур.
кӑркка (тĕпĕ: кӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑркка ҫӑмартисене ӗҫсе ҫӳресе, кӑркка ӑратне чакарса пырать те ӗнтӗ, анчах ҫавӑ унӑн пӗртен-пӗр апат-ҫимӗҫӗ пулать вӗт-ха, ман ҫавӑншӑн ун ҫине ҫилленмелли те ҫук ӗнтӗ.

Правда, она высасывает индюшечьи яйца и этим сокращает индюшечий род, но ведь это ее единственная пища, и нечего мне на нее сердиться.

VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Алиме кучченеҫлӗ кӗрчемине те, тепӗр пулӑштух эрехне те уҫтарчӗ, ан тив, пӗтӗмпе кӗрекере пултӑр, ав, кӑркка какайӗ те шаритлесе килнӗ иккен, кӑрккасем кӑҫал пит мӑнтӑр пулчӗҫ, ҫу кӑна; хуратул пӑтти ҫупа пӗҫернӗ, халех сивӗнме кирлӗ марччӗ-ха, — Алиме ӑна та сӗтел ҫине лартма хистерӗ.

Алиме открыла принесенный в подарок кувшин с карчамой, полуштоф водки — все, все пусть будет на столе, на то и праздник, потом выложила жареную индюшатину, сказала, что индейки в этом году больно справные удались, сплошной жир; наконец выставила горшок с гречневой кашей, обильно сдобренной маслом, еще остыть не успела поди…

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун чухне шурӑ ҫӳҫлӗ те яланах сӗвӗнчӗк каҫӑр сӑмсаллӑ Петро каснӑ-лартнӑ кӑркка пек кӑлтӑртатма, кӑркка сассине ҫавнашкалах питӗ путӗшле ача чӗлхи ҫине куҫарма пултаратчӗ.

Петро, тогда белоголовый, с вечно облупленным курносым носом, мастерски подражал индюшиному бормотанию и так же переводил их говор на свой детский, потешный язык.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн пекех ытти рецептсем те пур, вӗсенче сальчичона пӑлан, ӗне, хир сысни тата кӑркка ашӗпе усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ.

Существуют также другие рецепты, в которых для приготовления сальчичона берут оленину, говядину, кабанину и индейку.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Хӗрлӗ пӗсехине карӑнтарса, хӳрине саркаласа янӑ кӑркка тейӗн, — Сантӑрккан питҫӑмартийӗсем кӑвакарса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑхарах пытӑм та — ҫичӗ-сакӑр кӑркка ҫӑмарти ҫинче самаях вӑрӑм хура ҫӗлен выртать.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫапах Кӑркка Сӑмси парӑнман, ҫавнашкал йӗрӗхсенчен иккӗшне судпа айӑпланӑ та, ыттисем хӑйсемех хӳрисене кирлӗ ҫӗре хӗстернӗ.

Помоги переводом

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Ун чух вӑл вулакансем умне «Кӑркка Сӑмси» ятпа тухнӑ.

Помоги переводом

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

— Пустуй ан халтӑртат-ха кӑркка аҫилле, — ҫилленсех пӳлчӗ ӑна Дубов.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтаванов та пӳлӗме кӗрсен кӑркка пекех каҫӑрӑлчӗ:

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Таҫта кайса пытарнӑ эс ӑна, ват кӑркка ами! — тискеррӗн ятлаҫма тытӑнчӗ Карлай.

Помоги переводом

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫе тӑрлавланӑ тӗле Улькка аппа, яла тутлӑ, ӗнӗк шӑршӑ сарса, лаҫра така хуранӗпе кӑркка ашӗнчен апат пӗҫерчӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Павӑл тата кил хуҫине кӑркка пусса, вӑр-вар какайласа, тирпейлесе пачӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Аллисене хатӑррӑн ывӑткаласа, вӗсемпе хӑлаҫланкаласа, пӗрре кӑркка аҫи кӑлтӑртатнӑ пек лахӑлтатаҫҫӗ, тепре илтӗни-илтӗнми «пӑштӑн пӑтти пӗҫеркелеҫҫӗ», хутран-ситрен хире-хирӗҫле «сапӑнкаласа» та илеҫҫӗ тата ҫаксем.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пуҫне кӑркка аҫи пек каҫӑртса, урӑм-сурӑм ҫил лӑскакан юман тураттисем пек каркаланса, пӑсӑрланса, лӑх-лӑх кулса илчӗ пӳлӗм хуҫи.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Унтан, куҫне «качтаки» ҫинче ҫивӗчлетсе, кӑркка аҫи пек чашкӑрса илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эсӗ унта, ват кӑркка, ҫамрӑксем хушшинче кӑрӑлтатса ҫӳретӗн пулӗ-ха.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кашӑка тута патне кӑна илсе пынӑччӗ, ҫав килсӗр кӑркка, каскӑн Урсэкие пычӗ те манӑн кашӑк ҫине лачлаттарса сурса хӑварчӗ!

Только поднес ложку ко рту, как этот бродяга Урсэкие, журавль бездомный, плюнул мне в миску!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр самантран салтса янӑ пуслӑх ҫӳлелле тапса хӑпарать те, утӑ лавӗ кӑркка хӳри пек кӑпкаланса ҫӗкленет.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫулла кӑркка тӗкӗн тӳшекӗ те лайӑх.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней