Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн кӑмӑлӗпе кӑларакан журналӗнче вӑл ҫӗнӗ вӑйӑсене сӑнласа панӑ тата киввисен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ.В своём любительском журнале он публиковал обзоры новых игр и секреты старых.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Хуняшшӗпе Микулана тата хисеплӗ вырӑс ҫыннисене килти сӑрана ӗҫтерсе кӑтартас кӑмӑлӗпе, уйӑх каярах юхтарса пыл хутӑштарчӗ те тимӗр кӑшӑллӑ пӗчӗк пичкене ярса йӳҫӗтрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каллех Микулана пулӑшас кӑмӑлӗпе: — Саша, паспӑртна кӑтарт! — тесе астутарчӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗпе кумӑшне ҫӑласшӑн ҫунакан Кӗтерук ку килте мӗн пулса иртнине чухлаймасӑр хӑй шухӑшне ҫине тӑрсах каларӗ:
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Канашсем яланах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑнине каларӗ.
Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/
Ҫавӑнтанпа чӑваш хӑйӗн кӑмӑлӗпе килӗштерсе пурӑнать: чиркӗве ҫӳресе те кӗлтӑвать, ҫав вӑхӑтрах киреметне те манмасть, хисепе хурать.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Марье аппа, сан аннӳ пулать-ха ӗнтӗ, кӑмӑлӗпе те питӗ йӑваш та, ыттисенчен хытӑрах илтет пуль ҫӗр мӗн каланине.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Король ӑшӗнче мӑкӑртатса илчӗ, хӑй кӑштах кӑмӑлӗпе шӑртланнӑн курӑнчӗ.
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
— Пурин те пулӑшма тӗрлӗ сӑлтав пур: пӗрин упӑшкине, теприсен пиччӗшне, ашшӗне, тӑванӗсене мобилизациленӗ, теприсем хӑйсен кӑмӑлӗпе сӳрӗк мар ҫынсем, — тет Наталия Ивановна.
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759
— Эсир Константин Георгиевич пӗлӗвӗсемпе, унӑн ӑсӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ курнӑ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах ҫакна асӑрхаттармасӑр иртме ҫук: ман шутпа, Чапаев хӑйсен ирӗкӗпе фронта пынӑ тӑватӑ ҫынна дивизие илесшӗн мар пулни, паттӑр начдив кӑмӑлӗпе килӗшсе тӑмасть.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Ӑна кашни хутӗнчех ҫулӑм-кӑварлӑ Ҫеҫпӗл чӗнет, йыхрав ярать, хӑй халӑхӗн кун-ҫулне, сӑнне, кӑмӑлӗпе чӗрине уҫса парать.
Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.
Халӗ вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, ахаль чух хӑш-пӗр арҫын та ҫитсе хурас ҫук ҫӗр-тӗлсенче пулнӑ хыҫҫӑн, хӑш-пӗр вӑйпитти арҫын та хуҫӑлса ӳкмелле ӗҫӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн — улшӑнса кайрӗ: ярӑнса утнӑ утти те, ҫивӗч чӗлхи те улшӑнчӗ, ямкӑс сасси салху ҫемме куҫрӗ, кӑмӑлӗпе пусӑрӑнчӗ, сӑнне-питне хура-шур тӗсӗ, ӗшенчӗк сӗм ҫапрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе яраслах кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, хӑй сисмесӗрех хӗре хулпуҫҫинчен тытрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ячӗ асрах ун, ырӑ кӑмӑлӗпе ӗҫӗ ҫинчен каланӑ сӑмахсем те манӑҫмаҫҫӗ; ӗнтӗ, ак, хӑйне те куратӑп.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Улюк кин кӑмӑлӗпе танлаштарсан, ҫӗр хут шултрарах ман кӑмӑл.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
1999 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ССК Тӗп директорӗн вырӑнне пӑрахса кайса хӑйӗн кӑмӑлӗпе пенсие тухнӑ.В январе 1999 года вышел на пенсию по собственному желанию с должности Генерального директора ССК.
Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83
Кӑмӑлӗпе, шухӑш-туйӑмӗпе вӑл сан евӗрлӗрех ҫын пек туйӑнать.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унӑн упӑшки, финанс институтне пӗтернӗ ҫамрӑках мар ҫын, кӑмӑлӗпе те, хусканӑвӗсемпе те Сергей Николаевича пачах та хирӗҫле пулни ӑна тӳрех курӑнчӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.