Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑларсам (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бен Дрек, йӗкӗте ирӗке кӑларсам, хӗрарӑма та сӑнчӑртан вӗҫерт, лешне те — виҫҫӗмӗшне.

Бен Дрек, раскуйте молодца, раскуйте женщину и того, третьего.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ӑсран ан кӑларсам мана!

Не своди меня с ума!

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ крутой вӗт, Женек, шухӑшласа кӑларсам мӗн те пулин.

— Ты же крутой, Женек, придумай что-нибудь?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».

26. Прими жертву сию за весь народ Твой - Израиля, и сохрани сей удел Твой, и освяти его; 27. собери рассеяние наше, освободи порабощенных язычниками, призри на уничиженных и презренных, и да познают язычники, что Ты Бог наш; 28. покарай угнетающих и обижающих нас с надмением, 29. насади народ Твой на святом месте Твоем, как сказал Моисей».

2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Намӑса ан хӑварсам пире, мӗн кӑтартассине Хӑвӑн хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа, нумай ырӑлӑхупа кӑтартсам пире, 43. эй Ҫӳлхуҫа, кӗтретӳсен хӑвачӗпе хӑтарсам пире, Хӑвӑн ятна мухтава кӑларсам; 44. Санӑн чурусене усал тӑвакансем пурте намӑса юлччӑр, хӑйсем питӗ хӑватлӑ чухнех намӑса юлччӑр, вӗсен вӑй-хӑвачӗ аркантӑр, 45. пӗр Эсӗ ҫеҫ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, Эсӗ пӗтӗм тӗнчипе мухтавлӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» тенӗ Азария.

42. Не посрами нас, но сотвори с нами по снисхождению Твоему и по множеству милости Твоей 43. и избави нас силою чудес Твоих, и дай славу имени Твоему, Господи, 44. и да постыдятся все, делающие рабам Твоим зло, и да постыдятся со всем могуществом, и сила их да сокрушится, 45. и да познают, что Ты Господь Бог един и славен по всей вселенной».

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Авалхи пек паллӑсем кӑтартсам, ҫӗнӗ кӗтретсем пултарсам; 7. аллуна, хӑватлӑ сылтӑм аллуна, чапа кӑларсам; хаярлӑхна кӑтартсам, ҫиллӳне ҫитерсем; 8. хирӗҫ тӑракана пӗтер, тӑшмана аркат; 9. вӑхӑта хисте, тупа тунине аса ил — Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен пӗлтерччӗр.

6. Возобнови знамения и сотвори новые чудеса; 7. прославь руку и правую мышцу Твою; воздвигни ярость, и пролей гнев; 8. истреби противника и уничтожь врага; 9. ускори время и вспомни клятву, и да возвестят о великих делах Твоих.

Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Чунӑма тӗрмерен кӑларсам: Санӑн ятна аслӑлам.

7. Выведи из темницы душу мою, чтобы мне славить имя Твое.

Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.

в истине спасения Твоего 15. извлеки меня из тины, чтобы не погрязнуть мне; да избавлюсь от ненавидящих меня и от глубоких вод; 16. да не увлечет меня стремление вод, да не поглотит меня пучина, да не затворит надо мною пропасть зева своего.

Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑвӑн ятупа ҫӑлсам мана, Хӑвӑн сутупа тӳрре кӑларсам мана.

Именем Твоим спаси меня, и силою Твоею суди меня.

Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй Турӑҫӑм, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсем мана, Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа кӑларсам.

3. Помилуй меня, Боже, по великой милости Твоей, и по множеству щедрот Твоих изгладь беззакония мои.

Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.

Он встал и пошел в Месопотамию, в город Нахора, 11. и остановил верблюдов вне города, у колодезя воды, под вечер, в то время, когда выходят женщины черпать [воду], 12. и сказал: Господи, Боже господина моего Авраама! пошли ее сегодня навстречу мне и сотвори милость с господином моим Авраамом; 13. вот, я стою у источника воды, и дочери жителей города выходят черпать воду; 14. и девица, которой я скажу: наклони кувшин твой, я напьюсь, и которая скажет [мне]: пей, я и верблюдам твоим дам пить, [пока не напьются].

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней