Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр айӗнчи кӑкшӑмсем вӑрӑмӑшӗпе 11 сантиметра ҫитеҫҫӗ.
Борнеора ҫӗр айӗнче апат шыракан ҫӑткӑн ӳсентӑрана тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32234.html
Кунта пысӑк та пӗчӗк тирӗксем, кӑкшӑмсем, кубоксем, темӗн тума ӑсталанӑ чашӑксемпе чарасем лараҫҫӗ.Здесь были малые и большие блюда, кувшины, кубки, чаши и тазы неизвестного назначения.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ун хыҫӗнче тата айккисенче тӗрлӗ-тӗрлӗ япала темӗн чухлӗ выртать; кунта — касса ылтӑнпа тӗрленӗ рапирӑсем, мандолинӑсем, арфӑсем, кубоксем, кӗмӗл кӑкшӑмсем, тӗрке туса хунӑ кавирсем, атлас-бархат минтерсем, темӗскер тултарнӑ пысӑк ҫыхӑсем, хаклӑ нумай-нумай костюм — пӗр ҫӗре купаласа хунӑскер.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
— Анне, тупӑка ылтӑнран тӑваҫҫӗ тени тата ҫӗршер пӑт таякан кӑкшӑмсем пулаҫҫӗ тени тӗрӗс-и?— Мама, а правда, что гробы из золота делают и кувшины по тысяче пудов бывают?
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сентресем ҫинчи кӗтессенче симӗс тата кӑвак кӗлӗнче кӑкшӑмсем, бутылкӑсемпе фляжкӑсем, Венеци ҫыннисем, туроксем, чӗркессем касса тунӑ кӗмӗл черккесем, ылттӑнланӑ алтӑрсем тӑраҫҫӗ: ун чухнехи вӑрҫӑлла вӑхӑтсен йӑлипе вӗсем Бульбӑн пысӑк пӳлӗмне ытти ҫынсем урлӑ килсе кӗнӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл тӑватӑ тирӗк сивӗ апат-ҫимӗҫ тата эрех тултарнӑ кӑкшӑмсем йӑтса кӗчӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чейниксем, тӗрлӗ кӑкшӑмсем.
Асанне хваттерӗнче // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Сӗт тултарнӑ кӑкшӑмсем.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ӗлӗк чух хунта лавсем нӑчӑртатса тӑратчӗҫ, ҫынсем тӗркӗшетчӗҫ, тӗрткеленетчӗҫ; йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбуз куписем пӑсланакан ӑшӑ аш-какай сӑрчӗсемпе юнашар мӑкӑрӑлса тӑратчӗҫ; чӳлмексем сутакан ретре шӑратса якатнӑ макитрӑсем, глечиксем, кӑкшӑмсем йӑлтӑртататчӗҫ; вылямалли япаласем сутакан хӑйӗн шӑхличӗсене темӗн тӗрлӗ шӑхӑртатчӗ, — вӑл музыка пасар шавне кӗрсе хутшӑнатчӗ, тата пур шавсене, сассене, шӑхӑрнисемпе чӗриклетнисене хупласа, пасарти кайӑк-кӗшӗк ретӗнчи автансен калама ҫук савӑнӑҫлӑ, каҫса кайса кӑшкӑрнӑ сасси кӗрлесе тӑратчӗ, — автансӑр пасар та ҫук ҫав.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫемен хӑй аллинчи сенӗкне ямасӑрах ҫатан хӗррине пырать, унтах сӳре таянтарса хунӑ, сӳре шӑлӗсем ҫине тӑм кӑкшӑмсем ларта-ларта тухнӑ.
V сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Лавсен тӗпне литература, винтовка ешчӗкӗсем е пулеметсем хурса вӗсене арпапа витнӗ, чи ҫиеле вара тӑм чашкӑсем, чӳлмексем, кӑкшӑмсем хурса тултарнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫутӑ сӑрана ҫеҫ графинсем, хупӑ кӑкшӑмсем ӑшне тултарма юрать.Только светлое пиво можно наливать в графины или закрывающиеся кувшины.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сахал мар чӳречесен кӗленчисем ванчӗҫ, сахал мар картасем тӳнчӗҫ тата шалчасем ҫинче типекен чӳлмексемпе кӑкшӑмсем ҫӗмрӗлчӗҫ, сахал мар панулми йывӑҫҫисем хуҫӑлчӗҫ, панулмисем тӑкӑнчӗҫ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Сысна какайӗсем, ҫу тата хӑйма тултарнӑ илемлӗ кӑкшӑмсем унӑн шухӑшӗсене урӑх еннелле пӑрса ячӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл хытах ӳсӗрсе илчӗ, темӗн ҫинчен астуса кулса ячӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Чӳрече янаххисем ҫине кӑкшӑмсем ӑшне чечек ҫыххисем чиксе лартнӑ.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анфиса витререн кӑкшӑмсем ҫине сӗт юхтарса тӑрать.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ефим Леонтьевич музей сотрудникӗпе — кӗске каснӑ шурӑ мӑйӑхлӑ, ҫутӑ куҫлӑ тӗксӗм ҫынпа, — ачасене монументсем, гробницӑсем, чул ваннӑсем, плитасем, пӗтӗм пионер звени шӑнӑҫма пултаракан тем пысӑкӑш кӑкшӑмсем, амфарсем, пифоссем ҫумӗпе ертсе кайнӑ чух чи чарусӑррисем те шӑпланчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗкрех савӑт-сапасем ҫыпӑҫуллӑрах тухрӗҫ, ҫапла вара эпе пӗчӗк чӳлмексем, кӑкшӑмсем, кружкӑсем, тирӗксем тата ытти савӑт-сапа туса тултартӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2