Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвакарнӑ (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл Санюкӑн стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портречӗ ҫине пӑхса илнӗ те кӑвакарнӑ пуҫне хурлӑхлӑн уснӑ…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Значӑтцӑ, юлташсем, ял халӑхӗ, — йӗри-тавра пӑхкаласа, кӑвакарнӑ пуҫне икӗ аллипе якаткаларӗ Хумкка мучи.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑлхаллӑ хӗвел, темскер илтес пек, сиввӗн пӑхать шӑнса кӑвакарнӑ ҫӗр ҫине.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисене тӑпӑл-тарма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пур ҫав, — кӑвакарнӑ ҫӳҫне тӑрмаларӗ Арсентьев.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвакарнӑ сайра ҫӳҫӗпе ҫил вылять, сарлака ҫамки хӗвел шавлипе ҫиҫет.

Помоги переводом

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман ҫыннисене ӑнланман пек калаҫнӑшӑн тарӑхас килет сана, — вите патӗнче вылякан лашасем ҫине ытараймасӑр та темле тӗмсӗлсе пӑхрӗ Сятров, — ҫӳҫӳ кӑвакарнӑ, ӑсу кӗмен.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та вӗсенче, вӑтанчӑклӑ, хӑюсӑр, хуйхӑллӑ куҫсенче унӑн кӑвакарнӑ ӑслӑлӑхӗ хирӗҫлев тата тархаслани пулнине туйрӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тертлене-тертлене шӑтӑк уҫрӗ, тусан, кӑвакарнӑ утӑ, шӑши шӑршипе чӑххӑмлатса шала, упа пек, кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уссийӗ шӑрт пек, кӑштах кӑвакарнӑ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кунта тӗрлӗрен кӑмпа пур: тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ мӑнтӑр хӑмпа, ӑвӑс кӑрӑҫӗ, кӑвакарнӑ лаша какайӗ тӗслӗ хурӑн кӑрӑҫӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тути хӗррисем кӑшт кӑвакарнӑ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Акӑ, пӗр чашӑк купӑста илсе кӗнӗ — ҫурри йӳҫсе пӑнтӑхса кайнӑ, помидор илсе кӗнӗ — темиҫӗш каллех кӑвакарнӑ

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Данил Макарович ҫӳллӗ мар, ҫӑтӑ пӳллӗ, кӑвакарнӑ пуҫлӑ, йӗкӗр янахлӑ старик; мӑнхырӑмланнӑ, кӑшт курпунланнӑ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫӳҫӳ кӑвакарнӑ, ху, ав, пӗчӗк ачалла хӑтланатӑн.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней