Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑнлавӗсем кӑшт кӑвакара пуҫланӑ та…
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Евсей Антоныч пуҫне сулласа илчӗ; унӑн сайра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем тарлӑ ҫамки ҫине усӑнса анчӗҫ; вӗсем тӗл-тӗл кӑвакара пуҫланӑ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Колхоз председателӗ Иван Ильич, сарлака хулпуҫҫиллӗ, патвар, ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакара пуҫланӑ ҫын, питӗ хӗрӳллӗ савӑнтармалла сӑмах каларӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Питҫӑмартисем самаях пӗркеленнӗ, тӑнлавӗсем кӑвакара пуҫланӑ, сенкер куҫӗсем кӑна таса та ҫутӑ, яланах йӑвашшӑн пӑхаҫҫӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Старик пуҫ тӑрӑх темиҫе курка сивӗ шыв ячӗ, вара кӑшт кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне пӳрнисемпе туранӑ пек якатса, шывне сӑрӑхтарма пикенчӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑвакара пуҫланӑ тыр-пула хӑмӑлӗ-мӗнӗпех анкартинелле сӗтӗрчӗҫ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Улӑмӗ кӑвакара пуҫланӑ, ҫӗрет.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӑваткӑллатса кастарнӑ сухалӗпе кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫӗ те килӗшӳллӗ.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Якатнӑ шурӑ халат тӑхӑннӑ вӑл, кӑвакара пуҫланӑ кӑпӑшка ҫӳҫне хыҫалалла тураса якатнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Акӑ вӑл хӑй коммунист, ҫирӗм ҫул шахтӑра та ӗҫленӗ, унӑн ҫӳҫӗсем кӑвакара пуҫланӑ пулин те, вӑл яланах манпа… урӑх никампа та мар, пӗр манпа ҫеҫ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӳҫӗсем кӑвакара пуҫланӑ, куҫ таврашӗсем пӗркеленнӗ Чубук манпа юнашар пӳрт тӑрринче ларни, шуса анасран урисене сарса мӑрье хыҫӗнче лапсӑркка пуҫне тӑскаласа тӑни мана темӗншӗн тӗлӗнмелле туйӑнчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ну, йорь, итлетӗп, — терӗ Мӗтри, кӑвакара пуҫланӑ кӗске сухалне тачка пӳрнисемпе пӗр пӑтратса, пӗр якатса лараканскер.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн красноармеец картусӗ айӗнчен — васкаса пуҫтарса чикнӗ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.из-под красноармейского картуза висели ее кое-как подобранные серые волосы.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӗтел хушшинче ларакансенчен чи асли — Ҫурҫӗр Кавказри вӑйсен ҫар руководителӗ Снесарев — пысӑках мар, нӑкӑ ӳт-пӗвлӗскер, тачка сӑмси ҫине куҫлӑх лартса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне ежикла кастарнӑ этем, — хӑйӗн ӗлӗкхи аслӑ чинне пула тата халӗ те пысӑк вырӑнта ӗҫленине кура — куҫлӑхӗ витӗр хаяррӑн пӑхкаласа ларать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсенчен пуҫне сӗтел хушшинче тата ҫак ҫынсем лараҫҫӗ: нефть турттарас ӗҫри специалист-инженер Алексеев, — ватӑлса кӑвакара пуҫланӑ этем, анчах та лайӑх пӑхса усраннӑ сӑн-пичӗ унӑн тимлӗн те ҫамрӑккӑн курӑнать, — ыйтусене вӑл ҫирӗппӗн татса йышӑнакан ҫын пек туйӑнать, Мускавран вӑл ҫак кунсенче ҫеҫ килсе ҫитнӗ; кунтах тата унӑн ывӑлӗсем — ҫирӗм ҫулхи штабс-капитанпа ҫирӗм икӗ ҫулхи подполковник.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Малти рете станица совечӗн членӗсем танлӑн тӑрса тухнӑ: председатель — кӑвакара пуҫланӑ лӗпсӗркке Попов, секретарӗ — дьякон Гремячев, хӗрлӗскер, сатур мужик, чӗркуҫҫи таран шнурласа янӑ австри штиблетне тӑхӑннӑ, тепри, Гурьев текенни — чӑлт кӑна — пӗтӗм формӑпа тухнӑскер, уссисене ункӑлатса пӗтӗрсе хунӑ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхлӑ е хура мӑйӑхлӑ ватӑ, хӗвелпе пиҫнӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӗреклӗ ураллӑ запорожецсем, шӑлаварӗсене тавӑрса, чӗркуҫҫи таран шывра тӑрса тӗреклӗ канатпа кимӗсене ҫыранран шывалла антараҫҫӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Фома хуллен мӗкӗрсе янӑ, унтан, мӑйӑхли каялла чакса тӑма ӗлкӗриччен, ӑна сылтӑм аллипе кӑвакара пуҫланӑ кӑтра ҫӳҫӗнчен ярса та илнӗ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.