Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫсене (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав куҫсене курсан, Светлана темшӗн шикленсе илнӗ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пуҫа ҫӗклерӗм, тин ҫывӑрса тӑнӑ пек пултӑр тесе, куҫсене шӑлкаласа илтӗм, унтан тӑрса лартӑм.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗ ҫӑл куҫсене тирпей-илем кӗртес енӗпе тунӑ пуҫарӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ, тен, кӑтартуллӑ та тесе шутлатӑп.

Считаю очень важной, а может, даже и символичной инициативу регионального отделения Русского географического общества по благоустройству родников.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӳрече саккисем ҫинчи чӳлмексенчи чечексен тӗрлӗ тӗслӗ ҫеҫкисем хӑйсен илемӗпе куҫсене тыткӑнлаҫҫӗ, чун-кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Яланлӑхах куҫсене хупиччен пилӗк-вунӑ минут хӑравҫӑ пулни аванрах, — терӗ Михаҫ пӑшалӗпе хутаҫне, йӗлтӗрӗсене ҫурӑм хыҫне майлаштарса ҫакнӑ май.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

«Куҫсене ҫыхсан, хӑма 200 метр ҫӳллӗшӗнче е ҫӗр ҫинче выртать-и — маншӑн пӗрех», — тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫил-тӑман лапка-лапка юрпа пите ҫапрӗ, юр питҫӑмартине, куҫсене чиккелерӗ, ҫулҫӳревҫе авкаларӗ, хуҫрӗ, унӑн тумтирне силлерӗ, турткаласа ҫурма хатӗр пулчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юр сӑмсана, ҫӑвара, куҫсене кӗрет, хаяррӑн тумтире лӑскать.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗререн хӗпӗртесе, хӗрлӗ пӗсехесене Тимушпа Ванюк, Тимкка пӑхрӗҫ куҫсене чарсах.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Пӑхрӗҫ куҫсене чарсах.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Йывӑҫ турачӗсене пӑр йӗпписем витсе тӑраҫҫӗ. хӗвел ҫуттинче юр пӗрчисен ытла хытӑ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, пӑхса хӑнӑхман куҫсене хӗссе пӑхатӑн.

Ветви деревьев покрыты ледяными иголочками. Под лучами солнца так ярко сверкают снежинки, что жмуришься от непривычного блеска.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ҫапах та эпир ӑна курасшӑн мар пулса куҫсене хупатпӑр, мӗншӗн тесен сӑмах, епле калас, официальнӑй йӗркепе ҫирӗплетнӗ асап ҫинчен пырать.

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унччен малтан, манӑн, куҫ хупса: «Раз!..» — темеллеччӗ те, куҫсене уҫсанах хампа юнашар кам та пулин пиҫсе ҫитсе, юнашар тӑнине курмаллаччӗ кӑна.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ман… ман вара пушар ҫинчен ҫырас-и? — тӗлӗнсе куҫсене чарсах пӑрахрӑм эпӗ.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ал-урана ниҫта хума та, куҫсене пӗр вырӑнта чарса тӑратма та пултараймарӗ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ман куҫсене лайӑхрах сӑна! — хушрӗ вӑл.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпир пурте харӑсах пуҫсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑртӑмӑр та куҫсене ҫавӑнталла вӑнк вӗҫтертӗмӗр — анкартине атте кӗрет иккен.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Нихӑҫан та эпӗ курман кун пек ӳпкевлӗ, хӑтсӑр витӗрлекен куҫсене

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫакӑн пек тискер те усал куҫсене ку вӑхӑтчен нихӑҫан та курманччӗ-ха вӑл.

Такого звериного взгляда ему еще не приходилось видеть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юнӗ выляма пуҫланӑ каччӑн ҫак хурлӑхлӑ кӑвак куҫсене, илемлӗ, сӗткенлӗ тутана, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫе, хӑмӑр платье ҫухин ҫурӑк витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан чӑлт шурӑ ӳтлӗ кӑкӑра антӑхса кайса чуп тӑвас килчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней