Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫсан (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1943 ҫулта, Зина 3-мӗш курса куҫсан, ашшӗ вилни ҫинчен хурлӑхлӑ хыпар килнӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Купӑс Тамара аллине куҫсан, Левенти урисем, малтан сывлӑшра вӗҫекенскерсем, урай хӑми ҫумӗнчен уйрӑлайми пулчӗҫ: ташӑҫ тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ чӗчӗ пӑрушле тӑппи-таппи пускалама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Сидор Иванович, кантурӗ кирек ӑҫта куҫсан та, хӑйӗнчен хӑварман вӑрӑм юман сӗтел хушшинче ларать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗннине пурӑнма куҫсан, Михала ӑна темшӗн пӑстарманччӗ, пысӑк ҫӑрапах питӗрсе усратчӗ, пӗр йыттине унта кӑкарнӑччӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурашыв поселокне ӗҫлеме куҫсан, хӑй валли ҫине тӑрсах кил-ҫурт ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Первомайска куҫсан, иккӗшӗ пӗрле нумай пурӑнаймарӗҫ, уйрӑлчӗҫ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тискер кайӑксем урӑх ҫӗрелле куҫсан, капкӑнсем пушах юлаҫҫӗ.

Уходил зверь в другое место — капканы оставались пустыми.

Тундрӑри халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Каллех кабинета куҫсан, Петӗр ман валли диван ҫине вырӑн сара пуҫларӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Билет туяннӑ хыҫҫӑнхи 60 минутра пӗр троллейбсран теприне куҫсан иккӗмӗш хут тӳлеме тивмӗ.

Помоги переводом

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Ҫавӑнпах-и, ҫуртне, пурӑнма куҫсан, ҫулталӑк-ҫулталӑк ҫурӑ иртмессерен юсаса тӑраттӑмӑр.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Пысӑкрах должноҫа куҫсан, сире те аванрах пулмӗ-и вара? — урай варринче тӑрать, унталла-кунталла пӑхать Энтри.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Малтан эпӗ Патӑрьел районӗнче черетре тӑтӑм, кайран, вӗренме куҫсан черете Шупашкара тӑма шутларӑм, мӗншӗн тесен кунтах пурӑнатӑп, кунтах ӗҫлетӗп.

Помоги переводом

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Хулана куҫсан ача садне вырнаҫрӑм.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫиччӗмӗш класа куҫсан тата, юлташӗпе ялти клубран баян вӑрласа тухса, вӑрӑ ятне те илтрӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Юлашкинчен, тӗрлӗрен ыйтусем ҫине куҫсан, партин районти комитечӗн секретарӗ Иванов Михаил Иванович ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр аякӗ ҫинчен теприн ҫине куҫсан, Ҫтаппан лашине мухтаса: — Молодци, молодци! Вӑй пур-ха сан, Машук, — терӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнах та, паянах ман пата куҫсан аван та мар пуль.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пысӑк палатӑна куҫсан Сафа-Гирей тӳрех курбан байрам пирки сӑмах хускатрӗ, хӑйне тӗрлӗ купсасем панӑ чаплӑ парнесене кӑтартса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Качча та кайрӗ Улюк, кӑҫал, Борис яла куҫсан, калле таврӑнса килчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней