Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫарчӗ (тĕпĕ: куҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗре ҫуннӑ чух, мошӗт, пӗрер стакан чӑрмантармӗ, Ҫимун, — кӑмака патӗнчи пуканӗсене сӗтел патне куҫарчӗ Архип Григорьевич.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳшекки-минтерне тепӗр пӳлӗме куҫарчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун вырӑнне турат иртнӗ ҫӗртен пӗр ҫамрӑка куҫарчӗ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Документсене заочно вӗрентекен пая куҫарчӗ те яла тухса вӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Счетовода куҫарчӗ — ҫавӑ кӑна.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тукташ мана «Хресчен ҫуртӗнчен» пурӑнма хӑй патне куҫарчӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӑван чӗлхене ӑна Ҫеҫпӗл кӗтнӗ сӑвӑҫсенчен пӗри, халӑх поэчӗ Александр Алка куҫарчӗ.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӑрӑм курӑк татса илсе пӗр вӗҫне ҫава кӑвапинчен яваларӗ, тепӗр вӗҫне тӑпсипе тан татрӗ те ҫава сӑмси тӗлне куҫарчӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хаяр ҫеҫкине кӗреплепе туракаласа пуҫтарчӗ те ҫырмана кайса пӑрахрӗ, бакри шыва юхтарса кӑларчӗ, пӳрт хыҫне купаласа хунӑ помидор шалчисене крыльца айне куҫарчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл каткана сарайран анатарах йӑвантарса куҫарчӗ, ӑшне курӑкпа шӑлса типӗтрӗ, унтан катемпи ҫинчен сӳсе илнӗ кӗпене катка ӑшне тирпейлӗн сарчӗ те анчӑка унта янӑ хыҫҫӑн, амӑшӗн те йӑвана кӗрсе выртасса кӗтсе илсе, пахчаран тухрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Чесноков бригадин ҫӗнӗ объект тума тытӑнмаллаччӗ, анчах Григориу, стройтрест администрацийӗ хушнине сӗмсӗррӗн итлемесӗр, Чесноков бригадине ҫӗнӗ объект тума мар, урӑх ҫӗре, тепӗр бригадӑна пулӑшма куҫарчӗ.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах Григориу чӗнмерӗ, куҫне хӑвӑрт Пруткин ҫине куҫарчӗ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Герасим Федотович февраль уйӑхӗнче Марина патне телеграмма ҫаптарчӗ, ҫул укҫи куҫарчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Нумай ларма вӑхӑт ҫук, — сӗннӗ пукана айккинелле куҫарчӗ Никифор Ильич, — паян-ыран йыш хутшӑнмалла, кумне сирӗн пек ырӑ ҫынсене тумасан вара…

Помоги переводом

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Унтан ҫӳлерех те куҫарчӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ну, мӗнле, килӗшет-и сана пирӗн цехра? — ӗҫ ҫине куҫарчӗ сӑмахне Полина.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

М.Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ Сергей Артамонова ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫлеме куҫарчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Вӑл, пӳртри канлӗхе хускатасран хӑраса, урине алӑк пуканӗ урлӑ ҫав тери хуллен каялла куҫарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑнлӑ ача вӑл, — терӗ те Сергей, сӑмахне каллех тӗп ыйту ҫине куҫарчӗ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа Оля пулӑшнипе пружина матраслӑ кравате кайри пӳртрен малтине куҫарчӗ, мамӑк тӳшек сарса, малтан чӑлт-шурӑ ҫитӗ, ун ҫинчен чечеклӗ утиял витрӗ, пӗр-пӗрин ҫине пилӗк-ултӑ кӑпӑшка минтер купаларӗ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней