Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫарса (тĕпĕ: куҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен авалхи тум иленкине ку чухнехи ҫи-пуҫ ҫине ал-хапӑл куҫарса хунипе ҫырлахмалла мар, халӑх тумӗн илемӗпе сӑнарлӑхне лайӑх пӗлмелле, несӗллӗхне тӗшмӗртмелле, аталану туртӑмӗсене чухламалла.

Помоги переводом

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫакна та палӑртмалла: ку вӑйӑра вӑл мечӗке питӗ вырӑнлӑ куҫарса парса палӑрнӑ.

Примечательно, что в этой игре он отметился голевой передачей.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

XV ӗмӗрте ӑна Папа облаҫне куҫарса панӑ.

С XV века она передана Папской области.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

1722 ҫулта ӑна парламент депутатне суйланӑ, акӑлчан флочӗн карапӗсем ҫинче ҫар морякӗсен, ҫавӑн пекех кивҫене кӗнине пула тӗрмене лекнисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Англири укҫасӑр ҫынсемпе континентри Европӑрӑ хӗсекен протестантсене куҫарса Ҫурҫӗр Америка континенчӗ ҫинче ҫӗнӗ колонисене никӗслес шухӑша аталантарасшӑн пулнӑ.

В 1722 году был избран депутатом парламента, выступал за улучшение условий жизни военных моряков на кораблях английского флота, а также заключённых долговых тюрем, одновременно активно продвигая идею основания на североамериканском континенте новых колоний, которые можно было бы населить неплатёжеспособным населением Англии и угнетаемыми протестантами из континентальной Европы.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Вӑл хӑрушлӑх ҫӑл куҫӗсене тата синкер сарӑлма пултаракан тӗп ҫул-йӗрсене хӑвӑрт та тӗрӗс палӑртма, пулӑмсем мӗнлерех аталанассине сӑнласа пама пултармалла, ял хуҫалӑх выльӑхӗсене клеме лартнине тата вӗсене куҫарса ҫӳренине цифра мелӗпе уҫӑмлӑ та объективлӑ учет туса пыма май памалла.

Она должна позволять быстро и точно определять источники и пути распространения угроз, моделировать вероятность развития событий, вести четкий и объективный учет в цифровом формате маркирования сельскохозяйственных животных и их перемещения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӑҫал валли палӑртса хунӑ тӗп тӗллевсенчен пӗри – патшалӑх тата муниципалитет программисемпе ӗҫлессине цифра ҫине куҫарса пырасси.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Пулкаланӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсем, объектсене йӗркене кӗртсе хута янӑ, анчах та палӑртнӑ пек укҫа-тенкӗне туллин куҫарса паманни те.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

МИХсенче Алена пирки каласа парнисенчен тата унӑн проекчӗ пирки Никита Михалков режиссёр пӗлнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн фончӗ ҫурт тӑррине юсама укҫа куҫарса панӑ.

Из публикаций в СМИ про Алену и её проект узнал режиссёр Никита Михалков, и его фонд пожертвовал деньги на ремонт крыши.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кам та кам ҫак ҫырӑва тупса вулать, ҫавӑ таса хут ҫине виҫе хутчен куҫарса ҫыртӑр та виҫӗ ҫынна патӑр.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ют чӗлхепе ҫырнӑ сӑвӑсене Петӗре вырӑсла куҫарса парать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырмара пурӑнакан ҫынсене ҫӗнӗ хваттерсем парса куҫарса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тыт, Гера, туртса яр, — тесе сигаретне ҫӑварӗн пӗр енчен тепӗр енне меллӗ кӑна куҫарса йӗрӗнсе каларӗ фуфайкӑлли.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Надежда Никитична ял хуҫалӑх темипе ҫыхӑннӑ сӑввисене ачасене чӑвашларан вырӑсла куҫарса та вуласа пачӗ.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Лишайкин вара урӑх участокри Кашкин бригадине куҫарса килчӗ.

Помоги переводом

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫе кайма тухсан Раман ҫула май кантура кӗрсе тухрӗ, рабочком председательне кӗсйинчен ордер кӑларса тыттарчӗ те хваттере Ҫинахван Сафин ҫине куҫарса ҫырма ыйтрӗ.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ темиҫе пӳртпе куҫарса каяйман лавкка ҫурчӗ пур та, тата вӑрман хӗрринче, тарасаллӑ ҫӑл умӗнче, Стасик Павловӑн хуҫалӑхӗ сарӑлса ларать.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Витене туянса ҫийӗнчех куҫарса лартрӗҫ.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юманлӑхри столовӑйне Хурашыва куҫарса кайсан килсе кӗчӗ вӑл Дубов бригадине.

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Библиотека куҫарса паратпӑр-и?

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней