Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кухньӑри (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кухньӑри вучаха та хӑйсемех сӳнтерчӗҫ пулмалла, Розӑна унта кӗртмерӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак самантра кухньӑри лампочка мӗлт-мӗлт вылякаларӗ те сӳнсе ларчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кухньӑри сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Тӗкӗр витӗр мана кухньӑри Думитру та, Тоня та курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хырӑннӑ чух та, кухньӑри, залри хӑш-пӗр япаласене тирпейлӗрех вырнаҫтарса лартнӑ чух та электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатасса кӗтрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑй, кӑвак пижама тӑхӑннӑскер, кухньӑри сӗтел ҫинче яшкана яма купӑста турать.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кухньӑри пӗчӗк сӗтел хушшине вырнаҫса ларсан Таранов холодильникран ҫур литр эрех кӗленчи туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кухньӑри ҫӳп-ҫап витри тӑп-туллиех, ӑна мусоропровода ҫӗклесе кайса пушатрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов шухӑшлӑн кухньӑри сӗтел хушшине пырса ларчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Часах Таранов кухньӑри сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Альбинӑпа Илюша кухньӑри сӗтел хушшине лартсан Анюта эрех кӗленчи те уҫрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кӑнтӑрлана киле килсен, кухньӑри сӗтел ҫинче хут татӑкне куртӑм.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Кухньӑри витре чӑнкӑртатса урай тӑрӑх кусса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Апла та капла выляса йӑлӑхсан, Андрейка кухньӑри сӗтел сунтӑхӗнчен спичка йӗнни илет, унтан, йӗнӗрен, темиҫе шӑрпӑк пӗрчи чӗпӗтсе кӑларать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Халь ӗнтӗ пӗр-ик сехетсӗр чарӑнмасть», — терӗ Лавр Кузьмич, кухньӑри буфет патнелле утса.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич, икӗ аллипе те пуҫне тытса, пӳлӗмрен чупса тухрӗ, тусне пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ, хывӑнтарчӗ, кухньӑри сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗ, хаваслӑ калаҫма пуҫларӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Икӗ хӗр ҫав ҫулпа вагонеткӑсем тӗртсе килчӗҫ те кухньӑри хатӗр апата сыснасен «столовӑйне» илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Петӗр юратнӑ тетӗшне салтӑнма пулӑшрӗ, сӑмса ҫинчи суранне ӑшӑ шывпа ҫуса йод сӗрсе ячӗ те, чӳречине карнӑ кухньӑри сӗтел хушшине ларчӗҫ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Зоя Сергеевна кухньӑри ҫиччӗллӗ лампӑна ҫутса ячӗ, каялла прихожие тухрӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

- Кухньӑри гарнитура та хам шутланӑ пек туса пачӗҫ.

— Кухонный гарнитур тоже сделали по моим эскизам.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней