Поиск
Шырав ĕçĕ:
Час-час тӗлӗкре курӑннӑран, Сантӑрккана асӑнса, икерчӗ пӗҫерчӗ Укань.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑв ҫапла пӗчӗккӗ курӑннӑран пушшех пысӑк пек туйӑнать мана халь санӑн чӗрӳ, хӑвна та, ҫынна та вӗҫӗмсӗр чӑрмав кӳрекен канӑҫсӑр чӗрӳ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Мӗн пулчӗ сирӗн кунта? — те Григорьев мӗскӗнрех, шӑл ҫеммирех курӑннӑран сиксе тӑрса хӑй вырӑнне йышӑннӑ Ваҫукран ыйтнӑ офицер.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Аян пӳлӗмрен пӳлӗме иртрӗ, чарусӑр канӑҫсӑрлӑх пуҫ мимине пӑлханупа, тӗтрепе тултарса лартрӗ; вӑл тӑхтаса тӑмарӗ, пӗрре кӑна яп-яка хура пысӑк ешчӗк хӗррине ретӗн-ретӗн вырнаҫтарнӑ шурӑ тата хура шӑмӑ патаксене, тӗлӗнмеллерех курӑннӑран, тытса пӑхасшӑнччӗ — анчах вӗсем унӑн пӳрнисен хушшинчен шуса тухрӗҫ те — сывлӑша кӗтмен ҫӗртен салху сасӑ вӗҫсе хӑпарчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Ия, ия, — килӗшрӗҫ ыттисем те, ҫӑлӑнӑҫ курӑннӑран самантрах хавасланса кайнӑскерсем.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав шӑнса кайнӑ урасем ытла та путишле курӑннӑран Коля темле кӑна сасӑпа кулса ямарӗ.Коля чуть не рассмеялся вслух: так они были смешны, эти мерзнущие ноги.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ку вӑл, тен, учитель пичӗ ҫилпе куштӑркаса хытнӑ пирки бронза тӗслӗ курӑннӑран ҫапла туйӑнать пулӗ.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл тӳлек шухӑшсемпе йӑпанса, пысӑк куҫӗпе ҫав тери тинкерӳллӗ пӑхнӑран, кӗлеткине ҫав тери ирӗклӗн тытнӑран, пӗвӗпе ҫӳлӗ мар пулин те, кӗрнеклӗ курӑннӑран, мана ун ҫинчен каланӑн туйӑнакан асаилӳ килсе тухни каллех шалтах тӗлӗнтерчӗ те, эпӗ хамран хам татах: «Пуҫланмасть-ши?» тесе ыйтрӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшпӗр минутсенче этеме малашлӑх ҫав тери кичеммӗн курӑннӑран вӑл ун ҫинчен шухӑшласа пӑхма та шикленет, ӑс-хакӑлпа тишкерме пӑрахать, хӑйне малашлӑх пулмасть, иртсе кайни те пулман тесе ӗнентерме тӑрӑшать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калаҫасса вӑл илемсӗр те хӑрӑлтатакан сасӑпа пӗр тӑрлавсӑр, пӗр ҫыхӑнусӑр калаҫать (местоименисемпе нихҫан та усӑ курмасть), хусканӑвӗсем ҫын кулмалла, мелсӗр, вӑрт-варт, анчах ударенисене чуна тивмелле тунӑран тата илемсӗр шуранка пичӗ хутран-ситрен темле хурлӑхлӑ пек курӑннӑран, ӑна итленӗ чух ирӗксӗрех хӗрхенӳ, куляну туйӑмӗсем ҫуралаҫҫӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этнограф пек, аллине хутпа кӑранташ тытса мар, хӑҫан та пулин писатель пулма ӗмӗтленнипе те мар, тӗрлӗ ҫӗршывсене кайма тивнӗрен, ҫыннисем куҫа курӑннӑран сӑнанӑ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Арӑмӗ кӑшт шуранкарах курӑннӑран та, ӗшеннӗ пекрех туйӑннӑран та мар…И не потому, что оно было несколько бледно и казалось утомленным…
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӗсем питӗ хӑрушӑ сӑн-питлӗ курӑннӑран Пик вӗсем ҫине тапӑнма шутламарӗ.Вид у них был такой грозный, что Пик не решился кинуться им навстречу.
Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
- 1