Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виктор лӑпкӑн пурӑнтӑр, ӑна лайӑх пултӑр тесе унпа курнӑҫмалла мар пулсан, ҫаплах пултӑр эппин, вӑл Лизӑна кураймӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Администрацисенче тӑрӑшакансен ҫамрӑксемпе курнӑҫмалла.
Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef
Эппин, кӗҫӗрхи каҫ ун ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут каччӑпа курнӑҫмалла.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Телегинпа вӗсенчен пӗрин кӑна курнӑҫмалла, ыттисен ҫав вӑхӑтра калаҫакан икӗ ҫын ҫывӑхӗнче, таврара мӗн пулса иртнине сӑнамалла, кирлӗ-тӗк, Телегинпа иккӗшне пулӑшмалла.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫленӗ хушӑра Наташкӑн ҫамрӑк та ҫивӗч Фока официантпа час-часах курнӑҫмалла пулать; ҫаклатмалли тӑхаллӑ чӑлхапа, пуҫне пудрӑласа ҫӳрекен ҫак официант хӗрен ҫепӗҫех мар, анчах юратма пӗлекен чӗрине тыткӑна илет.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ман атте ӑна сана вӗрентме ирӗк парса, пӗртен-пӗр услови ҫеҫ лартнӑ — ҫав услови тӑрӑх Монтанелли сан аннӳпе урӑх нихҫан та курнӑҫмалла пулман.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чӑн пурнӑҫра курмашкӑн ан пӳртӗрех тесе, вӑл пӳлӗхе те тархасласа йӑлӑннӑччӗ — ун пек пулмарӗ иккен, куҫа-куҫӑн курнӑҫмалла пулчӗ.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Килӗнче мӗн чухлӗ мул пуррине ыттисем ан пӗлччӗр, ҫакӑн пек пӗчӗк ҫуртпах курнӑҫмалла пулнӑ иккен мӗскӗн Шерккейӗн теччӗр.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эсир астӑватӑр-и, Корчагин юлташ, эпир пӗрре тухса каяс умӗн ман аттепе курнӑҫмалла тесе килӗшнӗччӗ?..— Помните, товарищ Корчагин, наш разговор о том, что вы перед отъездом встретитесь с моим отцом?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тепӗр ирхине эпӗ каллех Л. хулине кайрӑм, хама хам эпӗ Гагинпа курнӑҫмалла тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм, анчах чӑннипе Ася мӗн хӑтланнине курас килнипе чун туртать унта, вӑл каллех ӗнерхи пек айкашӗ-ши?
V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ак ӑҫта курнӑҫмалла пулчӗ!» терӗ тимӗрҫӗ, лешсем патне ҫывхарса, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса илсе.Вот где увиделись! — сказал кузнец, подошевши близко и отвесивши поклон до земли.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Эп кирек ӑҫта пурӑнма та хатӗр, санпа кӑна курнӑҫмалла пултӑрччӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эс ялан ҫул ҫинчи ҫын, хӑвна пӗтӗмпех Болгарие халалларӑн, — илсе кай мана эс ҫак ылханлӑ хуларан, ӑҫта та пулин яла вырнаҫтар, санпа ытларах курнӑҫмалла пултӑрччӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Курнӑҫмалла пулать унпа! — терӗ тухтӑр.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стефчов хӗрарӑм мӑнастирнелле утать: унта унӑн Мердевенджиевпа курнӑҫмалла.Стефчов шел в женский монастырь: там он назначил встречу Мердевенджиеву.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак сӑмахсем ӗлӗкхи пур сӑмахсем вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, вара вӑл пӗр сехет, икӗ сехет шухӑшлать: «манӑн унпа курнӑҫмалла мар», мӗнле, хӑҫан улшӑнма ӗлкӗрнӗ вӗсем? анчах халӗ вӗсем ҫапла улшӑннӑ: «нивушлӗ унпа курнӑҫас килӗ-ши вара манӑн? — Ҫук»; вӑл ҫывӑрса кайнӑ чух вара ҫав сӑмахсем ҫак сӑмахсене ҫаврӑнчӗҫ: «нивушлӗ эпӗ унпа курнӑҫӑп-ши вара?» — анчах ӑҫта-ха ответ? ӑҫта ҫухалчӗ вӑл?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Манӑн ун патне каяс пулать» текен сӑмахсем «ҫапах та манӑн унпа курнӑҫмалла мар» текен сӑмахсем пулса тӑраҫҫӗ, «вӑл» та вӑл мар ӗнтӗ, ӗлӗкрех шухӑшланӑ ҫын мар.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫаксене пурне те йӗркелесе ҫитермесӗр пирӗн инкене пӗлтерме юрамасть, хамӑрӑн та пӗр-пӗринпе сайрарах курнӑҫмалла…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл каллех шухӑшлӑн пӑшӑлтатрӗ: хӑй Ольгӑпа текех курнӑҫмалла мар тесен, Ольга малтанах хурланса ӳкет; кайран вӑл ӑна именчӗклӗн хӑйӗн шухӑшӗсене каласа парать, анчах унччен унӑн шухӑшӗсене тӗпчесе пӗлет, вӑл вӑтаннипе киленет, кайран вара…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Манӑн Ч. юлташпа питӗ курнӑҫмалла.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2