Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нина Ивановна Лидӑна тахҫанах хӗрхеннӗччӗ: «Хӑвӑнтан вуникӗ ҫул аслӑрах ҫынна качча тухрӑн та вӗренме те, ҫынсем хушшинче пулма та, тантӑшусемпе курнӑҫма та пӑрахрӑн», — тенӗччӗ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Хӑвӑнтан вуникӗ ҫул аслӑрах ҫынна качча тухрӑн та вӗренме те, ҫынсем хушшинче пулма та, тантӑшусемпе курнӑҫма та пӑрахрӑн.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Каярахпа эпир кашни кунах курнӑҫма пуҫларӑмӑр.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Сантӑрккана Хумкка мучие Потапов хӑй пӳлӗмӗнче йышӑнчӗ, ялтан илсе килнӗ кучченеҫӗсене Ҫимуна пама пулчӗ, анчах хӑйпе курнӑҫма ирӗк памарӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урӑх курнӑҫма ӑраскал пӳрмерӗ пулмалла… чӑнах, асӑнмалӑхах мӗн туса кӑтартнӑ вӑл мана?
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӗрсемпе курнӑҫма васкатӑн-им?
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хусанкайпа тӑтӑшрах курнӑҫма тытӑнтӑмӑр.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
1960 ҫулта тин курнӑҫма май сиксе тухрӗ, Саранск хулинче.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Хусанкайпа тепре курнӑҫма сӑлтавсем те пур ӗнтӗ.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Мана шӑпа Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗпе, авиаци генерал-майорӗпе Андриян Николаевпа 1981 ҫулта курнӑҫма пӳрчӗ — унӑн аллинчен ВЛКСМ Тӗп комитечӗ паракан наградӑна илтӗмӗр.
Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/
1931 ҫулта вӑл Совет Союзне килнӗ те Надежда Константиновнӑпа курнӑҫма Горкӑна пынӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Хӑйсем патне курнӑҫма пыракан тӑванӗсем урлӑ кӑна пӗр-пӗрин патне хут ҫӳретме пултарнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Анчах ташӑ-юрӑшӑн мар, Атӑл тӑрӑхӗнчен килнӗ Владимир Ульяновпа курнӑҫма пуҫтарӑннӑ кунта паян Петербург марксисчӗсем.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Ытларах Анук улаххӑн курнӑҫма чӗнтернӗ пек туйӑнчӗ ӑна.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
- Вӑрах хутшӑнсан та виртуаллӑ тус сирӗнпе чӑн пурнӑҫра курнӑҫма васкамасть.
Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m
А тен, ырана, Микулайпа курнӑҫма, ҫапла хатӗрленет вӑл?Может, таким образом готовит себя к завтрашней встрече с Мигулаем?
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тахҫантанпах Липӑпа урамра курнӑҫма ӗмӗтленекенскер, вӑл каҫхине чӑнах та Тутаркаса пӗрремӗш хут ӗҫсӗр, хӗр патне тесе ҫеҫ кайрӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шанчӑклӑ транспорт артерийӗсем регионсене ҫывӑхлатаҫҫӗ, тус-тӑванпа курнӑҫма, ҫӗнӗ вырӑнсемпе паллашма, ҫул ҫӳреме май параҫҫӗ.
Олег Николаев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2017) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/07/ole ... nodorozhni
Ӑна эпӗ унччен те куркаланӑ, анчах та ҫапла тӗл пулма, курнӑҫма тӳр килмен.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Следстви вӗҫленсен тӗрмере ларуҫӑсемпе ҫывӑх тӑванӗсем кӑна курнӑҫма пултараҫҫӗ.После окончания следствия навещать заключенных могли только ближайшие родственники.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.